altIvOOoeeP8pg99ZgWdw9gxTAPOMZ u3LaMEgAF0Gk7D5nRmCsUuk0zk45bcHNOq0Mz5KCBBnwZ7BHL5ttgZZowМăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕл­лĕ чиркÿре пысăк пĕл­терĕшлĕ ăшă тĕлпулу иртнĕ. Ятарлă çар операцийĕн участникĕ Максим Лукин, тăван тăрăхра кĕс­ке отпускра пулнăскер, Турра кĕл тума, çавăн пекех малашнехи службăна ăнăçлă ирттерме тата çула тухиччен пил илме чиркĕве пынă.

Максимшăн, тăван кил­не отпуска килекен ытти салтаксемшĕн пекех, чиркĕве кĕл тума пыни — пурнăç хĕвĕшĕвĕнчи ахаль шăплăх саманчĕ кăна мар, чуна çирĕп­летекен пĕлтерĕшлĕ пулăм та пулса тăнă. Кĕлĕ хыççăн вăл чиркÿ настоятелĕпе Леонид Ермолаевпа чуна уçса куçа-куçăн калаçнă. Калаçу вăхăтĕнче тĕрев паракан сăмахсем те, чĕререн тухакан хумхануллă туйăмсем те, чуна çирĕплетекен ырă канаш-сĕнÿсем те пулнă.

Отпускри салтаксем, хăнăхнă ырă йăлапа, чиркĕве пыма тăрăшаççĕ. Кунта вĕсем вăй илеççĕ, йăпану тупаççĕ, вĕсемшĕн çывăх çыннисем тата прихутри община кĕл тунине туйса илме пултараççĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче Лео­нид атте гуманитари тиевĕллĕ автомашинăна Ту­рă шывĕ сапса сă­вап­ланă. СВО-ри салтаксемшĕн чиркÿ пулăшăвĕ тата кĕлĕ туса пил пани вĕсене кунта кĕтнин, асра тытнин тата вĕсемшĕн чĕререн кĕл тунин палли пултăр тесе каланă.

Çак кунсенче Мăнçыр­ма чиркĕвĕнче СВО-па çыхăннă тепĕр пулăм та пулса иртнĕ. Пирĕн ентеш-салтак Владимир тата унăн Запорожье еннелле тăракан çар бригади валли Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчен гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ырă ĕçе Çĕнĕ Вĕренер волонтерĕсемпе çума-çумăн Мăнçырма чиркĕвĕн прихожанĕсем те хутшăннă, хăйсен тÿпине хывнă. Çапла пулмасăр, çынсем пĕрлехи ĕçшĕн пĕр чăмăра пухăнсан ырăлăх вăйĕ татах çирĕпленет.ekPfA6DWcvugXYKvJCfr42L2Wq9qCB4DqIFa6OM93tUIHVX5VDAHu y84I3sCpYRsp5nAgrMSvHsbjgyDMnLLIYT

Леонид Ермолаев протоиерей Владимиршăн, унăн тус-юлташĕсемшĕн тата гуманитари пулăшăвĕпе çула тухакансемшĕн кĕлĕ вуланă. Унтан гуманитари тиевĕллĕ автомашинăна та Турă шывĕ сапса сăвапланă.

Халăх пĕрлĕхĕн тата çирĕп ĕненĕвĕн вăйĕ — шăпах та çакăн пек чунтан тухакан ырă ĕçсенче.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика