7UXMe33mJY12E5e9GbEqZG5NdvAoFK4q6bA3PHOHmG8ES8vL7 BIDuIo9e2SXPr4gx8fnL d6MX0Xlyyo3GW7tkf

Пинер ялĕнчи маскировка сеткисем çыхма хутшăнакан волонтерсем фронта пулăшас ĕçре çĕнĕ рекорд тунă. Çак кунсенче вĕсем 500-мĕш маскировка сеткине çыхнă. Юбилейлă сетка тылпа фронтăн арканми пĕрлĕхне пĕлтерет.

Маскировка сеткисем çы­хас ĕçе пинерсем ялти тĕп шкул директорĕ, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Станиславович Боредский тăрăшнипе 2023 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче пуçăннă та паянхи кунчченех хастар вăй хураççĕ. Ватăсемпе çамрăксем, вĕрентÿпе культура ĕçченĕсем пирĕн хÿтĕлевçĕсен пурнăçне упраса хăварас ĕç тавра чăмăртаннă. Кашни маскировка сеткине вут-çулăмран хăраман тата салтаксене, техникăпа окопсене тăшман куçĕнчен хупăрлакан ятарлă материалтан çыхаççĕ.

«Пирĕн волонтерсем çыхнă 500 маскировка сетки салтаксене 500 хутчен: «Эсир пĕччен мар», — тесе каланипе танах. Эпир сетка çыхнă май салтаксем вĕсен тылĕ çирĕп пулнине туйса тăраççĕ. Малалла та чарăнса тăмăпăр — тата çĕршер метр маскировка сетки çыхма планлатпăр», — тет Герман Станиславович.

Роза МОРЯКОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика