Мăнçырмари В.Д. Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хуракан педагог Марина Николаевна Романова «Чĕреме ачасене паратăп» професси ăсталăхĕн Раççей шайĕнчи конкурсĕн республикăри тапхăрĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Асăннă конкурс «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче иртет. Çак çĕнтерÿ — патшалăх пулăшăвĕ пултарулăха уçса палăртма тата чи лайăх педагогсене хавхалантарма май панине çирĕплетекен чăн-чăн тĕслĕх. Проектăн тĕп тĕллевĕ — кашни ача хăйне тупма пултаракан тата наставниксем хăйсен ĕçĕшĕн тивĕçлĕ награда илме май паракан хутлăх хатĕрлесси.
Ачасен кашни ÿкерчĕкĕ е кăтартăвĕ хыçĕнче чунтан тăрăшса ĕçлекен учитель тăрать. Шăпах вĕрентекенсем ачасене хавхалантараканĕсем. Марина Николаевна Мăнçырма шкулĕн тата Вăрмар округĕн чысне хÿтĕлесе профессири хăйĕн çÿллĕ шайри ăсталăхне çирĕплетсе пачĕ.
Хисеплĕ Марина Николаевна, тавах Сире ĕçĕршĕн! Малашне те юратнă ĕçре хавхалану пултăр, ăслă-тăнлă вĕренекенсем пулччăр!
