Патшалăх программи шайĕнче «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕ Мăнçыр­мари В.Д. Николаев ячĕллĕ вăтам шкул çумĕнчи лагерь воспитанникĕсем валли вăйă мелĕпе профориентаци мастер-класĕ йĕркеленĕ.

Карьера консультанчĕ Надежда Константиновна Иванова тĕлпулу вăхăтĕнче тĕрлĕ профессисем çинчен, пуласлăхра хăшĕсем ытларах кирлĕ пулассине каласа панă. Вăйă мелĕпе иртнĕ заняти вăхăтĕнче воспитанниксем тĕр­лĕ специальноçсемпе паллашрĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, çавăн пекех пулас профессине суйламалли методикăсемпе те паллашрĕç.

Вăйă формачĕпе иртнĕ мастер-класс пулас профессие суйласси кăсăклă та илĕртÿллĕ процесс пулнине кăтартрĕ. Çакăн пек пуçарусем ирттерни çитĕнекен ăрăва мĕн ачаранах çитĕн­нĕ пурнăçа хатĕрленме, професси çул-йĕрне тума май парать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика