
«Романтика» сывлăхпа кану лагерĕн воспитанникĕсем «Ялти пĕр кун» республикăри проект шайĕнче чăн-чăн аграри экспедицине çул тытрĕç. Вĕсем Вăрмар тăрăхĕнчи «Свебрата» тулли мар яваплă обществăн хуçалăхĕнче пулса курчĕç. Ачасем кунта пулас çăкăр еплерех çитĕннине курчĕç.
Хăнасене хуçалăхра ăшшăн кĕтсе илчĕç. Владимир Петрович Иванов, Николай Николаевич Петров ĕçченсем, çавăн пекех трактористсемпе водительсем ачасемшĕн ял хуçалăхĕнчи ĕç тĕнчипе паллаштаракан чăн-чăн гидсем пулчĕç. Вĕсем каласа панисĕр пуçне, кашни процеспа паллаштарчĕç, вăрттăнлăхсене уçăмлатрĕç, ачасен çĕршер «мĕншĕн?» тенине кăмăлтанах хуравларĕç. Воспитанниксем тĕлĕнсе тăчĕç кăна: кашни пучах хыççăн пысăк ĕç тата ăсталăх!
Ачасем те парăмра юлмарĕç, уçă тÿпе айĕнче концерт лартса пачĕç. Баян, гитара вылярĕ, юрăсем янăрарĕç, Татьяна Куртукова шăрантаракан легендарлă «Матушка-Земля» кĕвви тăрăх кĕрленĕ ташша пурте хутшăнчĕç.
«Свебрата» тулли мар яваплă обществăн кашни ĕçченне çак асра юлнă куншăн пысăк тав тунине палăртаççĕ ачасемпе вожатăйсем. Çакăн пек тĕлпулусем çын ĕçне хисеплеме, кашни профессире пĕлÿ, вăй, чунтан тăрăшни кирлине ăнланма, сĕтел çинче çăкăр пуррине хаклама вĕрентеççĕ. Çакăн пек экспедицисем ирттерни ырă йăлана çаврăнтăр, тем тесен те çĕр хутчен кĕнекере вуличчен пĕр хутчен курни чылай аванрах.
