Патшалăх политикин ятарлă проекчĕ шайĕнче Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕн консультанчĕ уголовлă тата ĕç тăвакан инспекцире учетра тăракан граждансем валли тухса çÿремелли мероприяти ирттернĕ. Мероприяти тĕллевĕ - çак категорири граждансене социаллă адаптаци витĕр тухма, ĕçе вырнаçма пулăшасси. Айăпланнисене регионти актуаллă вакансисем пирки тата вăхăтлăха ĕçе вырнаçмалли программăсем пирки информаципе паллаштарнă, обществăлла ĕçсене хутшăнма май пурри çинчен, социаллă контракт йĕркелемелли условисем пирки каласа ăнлантарнă. Ĕçпе тивĕçтерекен службăн специалисчĕ тĕрĕс резюме хатĕрлеме вĕрентнĕ. Çак граждансене психологи тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Мероприяти диалог формачĕпе иртнĕ, çакă специалиста айăпланакансемпе пĕр чĕлхе тупма май панă. Тĕлпулу вĕçĕнче граждансене кирлĕ профессисен списокĕллĕ информаци буклечĕсем тата малашне çыхăну тытма ĕçпе тивĕçтерекен службăн контакчĕсене кăтартакан памяткăсем панă.
