«Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн Вăрмарти уйрăмĕнче ĕçе вырнаçмалли «Работа России. Время возможностей» Пĕтĕм Раççейри ярмăркка иртнĕ. Асăннă мероприятие ятарлă патшалăх программи шайĕнче йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе 17 ĕç шыракан хутшăннă, вĕсенчен 5-не ĕçе чĕннĕ. 4 ĕç паракан 22 ваканси тăратнă. Ĕç шыракансем пурте ĕçпе тивĕçтерекенсен представителĕсемпе калаçрĕç, ыйтусем пачĕç, вакансисем çинчен информаци пуçтарчĕç.
Кăларăма Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
