Чăваш Республикинче санитари авиацийĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăннипе кăçал авиаци вĕçевĕсен ытларах пайне республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе тивĕçтерĕç.

Пĕрремĕш пациента Шупашкара Çĕмĕрлерен илсе çитернĕ. 55 çулхи арçын район больницине чĕрепе юн тымарĕсен çивĕч патологине пула лекнĕ. Тухтăрсем диагностика тунă тата Рес­публикăри кардиологи диспансерĕн специалисчĕсемпе çыхăнса телемедицина консультацийĕ ирттернĕ. Йышăну çирĕп пулнă: пациента çийĕн­чех профильлĕ стационара илсе çитермелле, ятарласа сиплеме тытăнмалла, малаллахи диагностика мероприятийĕсем ирттермелле.

Чăваш Республикинче санитари авиацийĕ 2020 çултанпа ĕçлет, çак вăхăт хушшинче вăл хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетнĕ. Регионти центрсене пысăк хăвăртлăхпа илсе çитерни пациентăн пурнăçне упраса хăварассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ку вара «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика