Вăрмар поселокĕнчи Симĕс тăкăрлăкра пурăнакансемшĕн ырă хыпар — кунта картиш территорийĕ патне илсе пыракан çулăн юсавĕ вĕçленнĕ. Округри çулсене йĕркене планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе кĕртсе пыраççĕ. Симĕс тăкăрлăкри юсав ĕçĕсене Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Çул-йĕре юсама «Шишкин И.П.» уйрăм çын предпринимателе шанса панă, контракт хакĕ — 802 пин тенкĕ. Вăрмар округне хăтлăлатас ĕçсем малалла пыраççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика