e5123730 caf2 426c 8f50 429648219aa4Вăрмар районĕнчи потребительсен обществи пурнăçпа тан утать, çивĕч конкуренцие тата улшăнуллă саманана пăхмасăрах малалла аталанса пырать. Ĕçĕ-хĕлне яваплăн тытса пыма хăнăхнăранах Вăрмар райповĕн представителĕсем /сăн ÿкерчĕк çинче/ «Коопераци çамрăкĕсем: отрасле аталантарма ресурссене пĕрлештеретпĕр» потребительсен кооперацийĕн пĕтĕм тĕн­чери форумĕнчен айккинче юлма пултарайман. Мероприяти июлĕн 8-10-мĕшĕсенче Хусан хулинче иртнĕ.

Форум потребительсен кооперацийĕн руководителĕсене тата çамрăк специалисчĕсене, влаç органĕсен, вĕрентÿ, бизнес-пĕрлешÿсен представителĕсене, çав шутра ют çĕршыв хăнисене пĕрлештернĕ.

Ĕçлĕ программа анлă пулнă: Тутар Республикин Правительстви, Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕ тата Тутар Республикинчи Потребительсен Союзĕ пĕрле çыхăнса ĕçлеме виçĕ енлĕ килĕшÿ тунă; «XXI ĕмĕрти коопераци экотытăмĕ: вĕрентÿ, бизнес тата технологисен интеграцийĕ» темăпа пĕрлехи лару иртнĕ; çавра сĕтелсем йĕркелесе тĕрлĕ темăсене сÿтсе явнă; Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Канашĕн тата потребительсен обществисен представителĕсен 155-мĕш Пухăвĕн ларăвĕ пулнă.

«Хусанти форум тухăçлă та интереслĕ иртрĕ, калаçу коопераци пуласлăхĕ валли проектсем йĕркелесси тавра пычĕ. Отрасле пулăшассипе, çамрăксен пуçарулăхне çул уçассипе, коопераци процесĕсене цифрăлассипе, ялсенче кадрсен потенциалне аталантарассипе, пуласлăх суту-илĕвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вăрмар райповĕнче чылай çамрăк вăй хурать. Çак пысăк форума хутшăнни вĕсене ыттисен опычĕпе паллашма май пачĕ, малалла тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалану кÿчĕ», — тет Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Сейфуллина.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика