Ç0269d41c 1677 4c8f 8768 1a9c6d78a70fемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Республикинче регион шайĕнчи «Нумай ачаллă Чăваш Ен» 4-мĕш форум иртнĕ. Унта республикăра пурăнакан нумай ачаллă, телейлĕ, пысăк çемьесем йышлăн хутшăннă. Вĕсен шутĕнче пулма Вăрмар округĕнчи Филипповсен 4 ачаллă çемйи те тивĕçнĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Çемьесен уявне Вăрнар поселокĕнчи «Август» культурăпа кану паркĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Форум хăйне евĕрлĕ интереслĕ программăпа тĕлĕнтернĕ. Кунта Атăлçи халăхĕсен йăлисем малта пыракан медицина технологийĕсемпе тĕл пулнă. Форумăн тĕп уйрăмлăхĕ — мобильлĕ медицина корпусĕ пулнă. Нумай ачаллă çемьесем Ача-пăча сывлăхĕн центрĕн эксперчĕсем тата ансăр профильлĕ специалистсем /стоматологсем, офтальмологсем\ патне йышăнăва кĕме пултарнă.

Комплекслă тĕрĕслев хыççăн кашни çемье тухтăрсенчен сĕнÿсем илнĕ. Çемьесенчен хăшĕ-пĕр­не сывлăха тĕплĕнрех тĕрĕслеме е черетсĕрех больницăна выртса сипленме направлени те панă. Форум Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проектне малалла тăсакан мероприяти пулса тăнă.

«Çемье пуянлăхĕ, çутă пуласлăх — ачасенче. Ачасем телейлĕ çитĕнччĕр, тулли пурнăçпа пурăнччăр тесе тăрăшатпăр эпир. Форума хутшăнни пире питĕ килĕшрĕ. Ытти муниципалитетсенчи нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулса калаçрăмăр, нумай çĕнĕ япала пĕлтĕмĕр, вăхăта усăллă ирттертĕмĕр», — теççĕ Филипповсем.

Татьяна ГРИГОРЬЕВА,

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика