Пĕтĕм Раççейри право пулăшăвĕн эрнинче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тĕлне, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта çемьесемпе уйрăм консультацисем ирттернĕ, халăхăн право пĕлÿлĕхне ÿстерме информаци материалĕсем салатнă.
Пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем тĕрлĕ ыйтусемпе /çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлесси, опека, попечительство, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕсем, çурт-йĕр, социаллă пĕлтерĕшлĕ йывăрлăхсем\ квалификациллĕ пулăшу илнĕ.
«Право пулăшăвĕ: ыйтуран пуçласа ăна татса парасси таран» темăпа буклетсем хатĕрлесе çынсене парса тухнă. Буклетсенче патшалăхăн пулăшу программисем, пособисем, çăмăллăхсем, çемьесен пурнăçне лайăхлатмалли ытти мерăсем çинчен вуласа пĕлме пулнă.
Çакăн пек мероприятисем граждансене хăйсен прависем çинчен ытларах пĕлме, яваплăрах пулма пулăшаççĕ, тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курса хăйсене кирлĕ информацине шырама хăнăхтараççĕ. Халăхăн право пĕлÿлĕхне ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ — право йĕрки çирĕпленет, обществăра кашни çын ыранхи куна шанса лăпкă пурăнма пултарать.
Надежда РОДЗЯНОВА,
çемьепе ачасене пулăшу кÿрекен уйрăмăн заведующийĕ
