74aaa0d8 2a52 44c1 94c5 e7bbac68b281

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн­че Вăрнар поселокĕнчи «Август» культурăпа кану паркĕнче республикăри «Нумай ачаллă Чăваш Ен» 4-мĕш форум иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев нумай ачаллă, пур енчен те ырă тĕслĕхлĕ çемьесене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, патшалăх наградисемпе чысланă. Чыслава тивĕçн­и­­сен йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчи Шăплат ялĕнче пурăнакан Людмила Александровнăпа Василий Николаевич Смирновсен /ÿкерчĕк çинче/ хисеплĕ çемйи те пулнă. Вĕсене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысланă. Юратупа, шанчăклăхпа 51 çул пĕрле утаççĕ пурнăç çулĕпе хисеплĕ Людмила Александровнăпа Василий Николаевич Смирновсем. Вĕсем 1975 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнче пĕрлешсе çемье çавăрнă.

Василий Николаевич виçĕ аслă пĕлÿллĕ çын: инженер-механик, экономист-организатор, инженер-электрик. Пур виçĕ специальноçĕпе те яваплă должноçсенче вăй хунă, 5 çул хушши «XXV партсъезд» ячĕллĕ тата «Шибулатовский» совхозсенче директор пулса вăй хунă, «Слава» колхоз председателĕ пулнă. Кая юлса пыракан совхозсене тупăшлă ĕçлеттерсе малтисен ретне кăларнă. Совхозсен вăйĕпе «Вăрмар-Шупашкар» трасса патĕнчен 5 ял патне хытă сийлĕ 12 километр автоçул тунă, Карăкçырми ялĕнче 90 вырăнлăх ача сачĕпе пуçламăш шкул хăпартса лартнă.

1978 çулта Василий Николаевич комбайнпа тырă вырса республикăра чемпион пулса тăнă. Ăна «Ылтăн пучах» тата «Ăмăрту çĕнтерÿçи — 1978» паллăсемпе наградăланă. Вăл ертсе пынă вăхăтра совхозсем тыр-пула пысăк тухăçпа пухса кĕртнĕ — гектартан 39 центнер, çĕрулмине - гектар пуçне 288 центнер, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те кăтартусем пысăк пулнă. 1992 çулта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви «Шибулатовский» совхозра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçпе республика шайĕнчи семинар ирттернĕ. 2021 çулта Василий Николаевич хăйĕн ĕçĕнчи малта пыракан опытпа агропромышленноç ĕçченĕсене паллаштарма икĕ томлă «Вот так сбываются мечты» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн мăшăрĕ Людмила Александ­ровна /хĕр чухнехи хушамачĕ — Аркадьева\ Вăрнарти совхоз-техникумран агронома вĕренсе тухнă, «XXV партсъезд» ячĕллĕ тата «Шибулатовский» совхозсенче агроном-пахчаçă пулса вăй хунă. Районта колхоз-совхозсем салансассăн Людмила Александровна Вăрмарти «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикинче ĕçленĕ. Унăн Вăрмарти çĕвĕ фаб­рикин руководствин, сад-пахча ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисем те пур.

Смирновсем виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсен çемйи ялти, округри обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать, ĕçченлĕхпе, пĕрлĕхре пулма пĕл­нипе, ачасене тĕрĕс воспитани парассипе уйрăлса тăрать.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика