IMG 7685

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн­че нумай çул пĕр­ле пурăнакан мăшăрсене те, тин кăна çемье çавăрма ха­тĕрленекенсене те чыс­лаççĕ. Вăрмар ок­ру­гĕнче те уяв кунĕн­че савăнăçлă меро­прия­тисем ирт­рĕç.

Акă, ЗАГС пайĕн уяв­сен залĕнче Арапуç ялĕн­че пурăнакан, пурнăç çулĕпе 53 çул алла-аллăн утакан хисеп­лĕ мăшăра — ялта та, округра та ятлă-сумлă Лидия Иса­аковнăпа Юрий Аполлонович Ивановсене чап­лă лару-тăрура «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Мероприятие Вăрмар муниципаллă ок­ругĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Валентина Волкова ертсе пы­чĕ. Вăл пухăннисене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ мĕнле пулса кайни çинчен каласа пачĕ, Лидия Исааковнăпа Юрий Аполлонович Ивановсен çемйипе тата пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ивановсем — пур енчен те ырă тĕс­лĕх­лĕ çемье. Юрий Аполлонович 1975-1987 çулсенче «Путь Ильича» колхозра тĕп инженерта ĕçленĕ, 1987-2010 çулсенче Арапуç ял совечĕн председателĕнче тăрăшнă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Респуб­лики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Лидия Исааковна пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă, 1975-2006 çулсенче Арапуçĕнчи участокри больницăра акушерка пулса ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕшĕн ăна РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе, тĕрлĕ дипломсемпе, тав çырă­вĕсемпе чысланă. Ивановсем икĕ ача — ывăлпа хĕр — ÿстернĕ, ура çине тăма пулăшнă, халĕ ултă мăнукĕпе, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

Лидия Исааковнăпа Юрий Аполлоновича «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль илнĕ ятпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Арапуçĕнчи территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Луиза Васильева, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Лео­нид Ермолаев протоиерей тата Наталия матушка, çывăх çыннисем, юратнă мăнукĕсем ăшшăн саламларĕç. Çемье — кашни çыншăн чи пысăк пуянлăх тата хаклăх пулнине палăртрĕç, ытти мăшăрсене, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тав туса çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç. Вырăнти пултаруллă артистсем вара — Ирина Трифонова, Андрей Игнатьев, Марина Карпова, Марина Николаева — çемье ăшши çинчен юрăсем шăрантарса уява илем кÿчĕç.

Шăхаль ялĕнчи Паш­ков­сен тата Энĕш­пуç ялĕн­чи Руссковсен çемйи­сем те çак кун «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Людмила Прокопьевнăпа Юрий Никонович Пашков­сем 52 çул пĕр­ле пурăнаççĕ. Юрий Никонович мĕн çамрăкран спортпа туслă, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче ялан малта пулнă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлесе подполковник звани­йĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă. Людмила Прокопьевна нумай çул Шалти ĕçсен министерствин медицина службинче вăй хунă.

Зинаида Ивановнăпа Николай Серге­евич Руссковсем çемье çавăрнă­ранпа вара 61 çул та иртнĕ. Николай Сергеевич «Авангард» совхозра механикре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Зинаида Ивановна ĕмĕр тăршшĕпе Энĕш­пуç шку­лĕн­че пуçламăш классен вĕрентекенĕнче тăрăшнă.

Пашковсем те, Руссковсем те ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Вĕсен çемйисенче юрату, ăнлану тата килĕшÿ хуçаланаççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика