Июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Енре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «НИМЕ — халăх бюджечĕ» проектне, «Сывлăх патне — утăм», «Мирлĕ пурнăçа — утăм», «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» социаллă проекчĕсене пурнăçласси çинчен калаçрĕç. Информушкăнсем Шăхаль, Чупай, Пинер ял тăрăхĕсенче пулчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталья Иванова ертсе пыракан ушкăн Чупай ялĕнче пулчĕ. Тĕлпулу ялти культура çуртĕнче вырнаçнă библиотекăра иртрĕ. Наталья Геннадьевна информкун шайĕнчи пĕрремĕш ыйтăва уçăмлатрĕ, Вăрмар тăрăхĕнче «НИМЕ — халăх бюджечĕ» программа еплерех пурнăçланни пирки каласа ăнлантарчĕ. 2026 çулта пуçарулăх бюджечĕпе Вăрмар округĕнче 83,9 миллион тенкĕлĕх пĕтĕмпе 51 проект пурнăçламалла. Июль уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пур проекта та пурнăçлама муниципаллă контрактсем йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне 9 проектне пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ, 8 объектра ĕçсем вĕçленнĕ — ĕçсене йышăнасси пырать. Тата тепĕр 11 объектра ĕçлеççĕ. Ытти объектсенче подрядчиксем хальлĕхе ĕçлемеççĕ-ха. Пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсене кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçа кĕртсе пĕтермелле. Проектсем çул-йĕр юсавĕпе тата строительствипе, ял инфратытăмĕн аталанăвĕпе, шывпа, яла хăтлăх кĕртессипе, спортпа çыхăннисем. Культура, социаллă пурнăçпа спорт аталанăвĕн начальникĕ Александр Краснов «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект Вăрмар тăрăхĕнче пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Çак социаллă проект шайĕнче культура тата спорт енĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çак шутра автоклуб хăйĕн ураписене клубсăр пĕчĕк ялсем тăрăх кустарать, культура çурчĕн ĕçченĕсем ял çыннисене концертсемпе савăнтараççĕ. Вăрмарти газ участокĕн службин начальникĕ Олег Иванов газ приборĕсене кашни çул специалистсене тĕрĕслеттермеллине, вăхăтра килĕшÿ тумаллине асăрхаттарчĕ. Енчен те килте газ шăрши тухнине туйсан 104 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Килте газ оборудованине улăштармалла пулсан та Вăрмарти газ участокĕпе çыхăнмалла.
Чупайĕнчи территори пайĕн начальникĕ Надежда Алексеева ЧР Пуçлăхĕн «Сывлăх патне — утăм» проекчĕ шайĕнче медицина ĕçченĕсем Чупайне июлĕн 21-мĕшĕнче килессине пĕлтерчĕ, сывлăха тĕрĕслеттерме ял администрацийĕ умне пуçтарăнма ыйтрĕ. Надежда Апполоновна ялти культура çуртне тĕпрен юсамалли программăсене хутшăнни пирки каларĕ. Хальхи вăхăтра Чупайĕнче Экопарк тавра карта тытма пуçланă. Çак ĕçе шăпах пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçлаççĕ, «Русские насосы» тулли мар яваплă общество — подрядчик. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн Чупай тăрăхĕнчи депутачĕ Николай Иванов хăй ятĕнчен те, ял çыннисен ячĕпе те Чупай ялне илсе пыракан çула юсанăшăн тав тунине пĕлтерчĕ. Подрядчик ĕçе лайăх, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртрĕç пурте. Николай Николаевич ял аталанăвĕпе çыхăннă тата ытти тĕрлĕ ыйтăва та хускатрĕ. Сăмах май, Чупайĕнчи культура çуртĕнче пĕрремĕш хутра Вăрмарти «Светлана» çĕвĕ предприятийĕн филиалĕ те ĕçлет, кунта 4 хĕрарăм вăй хурать.
Эвелина МИХАЙЛОВА
