Чăваш Ен ял хуçалăхĕнчи технологисене аталантармалли тĕп лапамсенчен пĕри пулса тăрать. Правительство çуртĕнче иртнĕ планеркăра «Ăратлă выльăх-чĕрлĕх кунĕсем - 2026» Пĕтĕм Раççей форумне тата Еврази экономика комиссийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне пĕтĕмлетнĕ. Вĕсем çак кунсенче Шупашкар муниципаллă округĕнче иртнĕ.
Чăваш Енре çакнашкал пысăк форум иртни ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçĕн шайĕ питĕ çÿллĕ пулнине палăртать. «Чебомилк» тулли мар яваплă обществăн энерги перекетлекен комплекс лапамĕнче отрасльсен пĕрлешĕвĕсен, ăслăлăхсен пĕрлĕхĕн тата хуçалăхсен специалисчĕсем пухăннă. Раççейри вун-вун регионтан 150 ытла çын, çавăн пекех Казахстанран, Узбекистанран тата Кăркăс Республикинчен килнĕ хăнасем выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕн хăрушсăрлăхне мĕнле тивĕçтермеллине, карантин объекчĕсен ĕçне йĕркелесе ямаллине тата регионсемпе çĕршывсем хушшинчи хутшăнусене анлăлатмаллине сÿтсе явнă.
Ĕç программипе килĕшÿллĕн Еврази экономика комиссийĕн ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕ пулнă. Енсем пĕрлешÿ шайĕнче ăратлă выльăха куçарма чăрмантаракан сăлтавсене сирсе ярасси тата карантинпа çыхăннă пĕрлехи требованисене йышăнасси пирки калаçса татăлнă. Чăваш Ен хуçалăхĕсемшĕн кун пек йышăнусем кÿршĕри патшалăхсен рынокĕсене тухмалли хушма майсем уçаççĕ.
«Чăваш Еншĕн карантинпа экспорт лапамĕсене тăвас ĕçри опыт пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пысăк предприятисем çакнашкал объектсене хăйсен вăйĕпе хăпартса лартаççĕ ĕнтĕ: регионта пĕрремĕшĕ «Чебомилк» хуçалăхра хăпарать. Анчах та хăйсем валли кун пек майсем тупайман усламçăсем те пур. Çавăнпа та пурте хальхи требованисем тăрăх ĕçлеме пултарччăр тесен пулăшмалла, условисем тумалла», — тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов. Вăл палăртнă тăрăх, ятарлă ведомствăсен конкретлă йышăнусем тумалла тата вĕсене чи кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртессине тивĕçтермелле.
Ĕçлĕ калаçусен пысăк кăтартăвĕ — Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствипе Кăркăс Республикин ятарлă ведомстви хушшинче меморандум алă пусни. Вăл пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма çăмăллăх парĕ тата ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетĕ. Пирĕн предприятисем практика енĕпе хутшăнса ĕçлеме хатĕр те ĕнтĕ. Кăçал «Чебомилк» тулли мар яваплă общество çĕршывра та, ун тулашĕнче те ăратлă 350 пĕчĕк пăру тата 140 ĕне сутма палăртать.
«Чăваш тата Кăркăс Республикисем хушшинчи ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата эмбрион технологийĕсен облаçĕсенчи хутшăнусен пысăк малашлăх пур, пĕрлехи вăй икĕ республикăн суту-илÿ çыхăнăвĕсене çирĕплетме тата агропромышленноç комплексне аталантарма витĕм кÿрĕç», — тенĕ вице-премьер — Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
«Хальхи технологисене ĕçе кĕртни, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре хамăр çĕршыври селекципе генетикăна аталантарни пирĕн çынсен сĕтелĕсем çинче яланах пахалăхлă, сывлăхшăн усăллă, хакĕпе тивĕçтерÿллĕ, хамăр тăрăхра туса кăларнă продукци пулассине гарантилет. Унăн производстви çине тулаш факторсем тата импорт витĕм кÿреймĕç».
ЧР ПА пресс-служби
