IMG 7698РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетессипе оперативлă канашлу иртрĕ. Кунта Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ генерал-майор Сергей Кондрашов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар район прокурорĕ Александр Левый, Тăвай район прокурорĕ Олег Васильев, Тă­вай муниципаллă округĕн пуçлăхĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Ирина Семенова, Вăрмар тата Тăвай тăрăхĕсенче вăй хуракан полици сотрудникĕсем хутшăнчĕç.

Çур çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Алексей Софронов паллаштарчĕ. Граждансенчен преступленисемпе тĕрлĕ пулса иртнисем çинчен пĕлтернисен шучĕ пĕл­тĕрхипе танлаштарсан ÿснĕ, 1975-рен 2162 таранччен. Регистрациленĕ преступленисен шучĕ 81-рен 65-е çитнĕ. Регис­трацие илнĕ преступленисен йышĕ тĕпрен илсен микрофинанс организацийĕсенчен çитнĕ заявленисен шучĕ ÿснипе çыхăннă. 65 преступленирен 36-пе суда уголовлă ĕç тăратнă.

Вăрмар тата Тăвай округĕсен территорийĕсенче вĕлернисем, мăшкăлланисем, хваттерсене çаратасси, автотранспорт хатĕрĕсене тытса илесси, вăрласси, вăрă-хурахла ĕçсем, чĕртсе янисем, суя укçа туса хатĕрлесси тата унпа усă курасси, влаçа хирĕç тăрасси, сирпĕтсе ямалли хатĕрсемпе усă курасси, терроризмпа экстремизм сĕмĕллĕ преступленисем регистрацилемен.

Çул çитмен ачасемпе комплекслă ĕçленине кура вĕсемпе çыхăннă преступноç лару-тăрăвĕ самай лайăхланнă, пĕлтĕрхи çур çулта 3 преступлени пулнă пулсан, кăçал - 1. Профилактика мерисене йышăннине кура обществăлла вырăнсемпе урамсенче пулса иртнĕ преступленисен йышĕ те сахалланнă, 9-тан 6 таранччен.

IMG 77012026 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, çул-йĕр çинчи пулăмсен шучĕ 5-рен 2 таранччен чакнă, аманнисен йышĕ 3-рен 1 таранччен сахалрах. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта çул-йĕр çинчи инкексене пула 7 çын пурнăçран уйрăлса кайнă пулсассăн, кăçалхи çур çулта 1 çын пурнăçĕ татăлнă. Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем 35 водителе руль умне эрех ĕçсен ларнăшăн айăпланă, хирĕç çул çине тухса кайнăшăн 94, водитель удостоверенийĕсĕр тăрса юлнă пулсан та руль умне ларнă 5 çынна айăпланă, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснă 215 пулăм шута илнĕ.

2026 çулхи пĕрремĕш çур çула пĕтĕмлетнĕ май, уйрăмăн оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çителĕксĕр. Наркотиксемпе хĕç-пăшал, сирпĕтмелли хатĕрсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртас ĕçе çителĕксĕр йĕркеленĕ. Хăш-пĕр ытти енсемпе те ĕçе вăйлатмалла.

«Урмарский» уйрăмĕнче кадрсем çителĕксĕр, çакна кура службăри тивĕçсене пур енлĕн пурнăçласа пыма йывăр. Паянхи куна 33 çын çитмест. Министрпа пĕрле канашлăва хутшăннă яваплă çынсем кадрсемпе çыхăннă çивĕчлĕхе татса памалли малашнехи çул-йĕрсене палăртмалли пирки те калаçрĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика