d1afbbb4 855e 4b28 a77d d286c6cbc470

Вăрмар округĕн­че наркотике хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва комисси председателĕ — Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ.

Комисси членĕсем тата Вăрмар округĕнчи территори пайĕсен начальникĕсем виçĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. 2025-2026 вĕренÿ çулĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсемпе социаллă тата психологи тестированийĕ, профилактикăллă медицина тĕрĕс­левĕ ирттернин результачĕсем пирки Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ольга Матвеева тата Чупайри тĕп шкул директорĕ Людмила Никифорова тухса калаçрĕç. Кăçал кун пек тĕрĕс­левсене кашни шкултах ирттернĕ. Шкулсенче наркотике хирĕç кĕрешес ĕçе пурнăçланă май профилактикăна пысăк тимлĕх уйăраççĕ, пĕр ачана та куçран вĕçертмеççĕ, ашшĕ-­амăшĕсемпе пĕр тĕллевлĕн ĕçлеççĕ.

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе волонтерсен тата доброволецсен командисен ĕçĕ-хĕлĕ пĕл­терĕшлĕ. Кун пирки Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Сергей Кириллов каласа пачĕ. Волонтерсем сывă пурнăç йĕр­кипе çыхăннă тĕрлĕ мероприя­тисене, обществăлла усăллă ĕçсене хутшăнаççĕ, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çамрăксене сывă пурнăç çулĕ çине тăма хавхалантараççĕ, сиенлĕ йăласенчен пăрăнма хĕтĕртеççĕ.

Вăрмарти тĕп больницăн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александра Филиппова наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракан çынсен комплекслă реабилитацийĕ тата ресоциализацийĕ мĕнле пурнăçланни çинчен сăмах хускатрĕ. Вăрмар больницинче ку ыйту ялан тимлĕхре. Паянхи кун тĕлне наркотиксемпе иртĕхекен çынсем учетра çук, анчах темиçе çынна Вăрмар сучĕн йышăнăвĕпе тимлесех тăраççĕ.

Комисси ларăвне хутшăнакансем округра наркотике хирĕç кĕрешес ĕçе малалла тăсма, профилактика енĕпе ытларах ĕçлеме калаçса татăлчĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика