Геннадий МАТВЕЕВ

ol

Чыс, мухтав — «кĕмĕл» волонтерсем,

Ырă кăмăллă, çирĕп çынсем.

Чĕре хушнă тулли кăмăлпа

Çĕршыва пулăшаççĕ чунпа.

Тĕрлĕ енлĕ ĕç волонтерсен —

Экологи, культура енчен.

Е субботник чĕнет, кружоксем,

Пĕччен юлнă çынсем, ватăсем.

Салтаксем халь Украинăра

Çапăçаççĕ хăюллă, кăра.

Маскировка валли сеткăсем

Хатĕрлеç пирĕн волонтерсем.

Фронтпа тыл çывăх тăнă ялан —

Эпир вăйлă пĕрле пулнăран.

Мирлĕ пурнăç кĕтет çут тĕнче,

Çĕнтерÿ пулĕ пирĕн енче.

Чыс, мухтав — «кĕмĕл» волонтерсем,

Пултаруллă, сăваплă çынсем.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика