
Энĕшпуç ялĕнчи культура çуртĕнче пирĕн ентешпе — ятарлă çар операцине хутшăнакан Петр Юрьевич Пудриковпа тĕлпулу иртрĕ. Вăл тăван тăрăха кĕске отпуска килсе çитнĕ май тÿрех ялти культура çуртне çул тытрĕ.
Вăл кунта ытахальтен мар, хăнана мар — ырă ĕçпе килчĕ. Культура çуртĕнче вырнаçнă маскировка сетки çыхмалли пунктра кунсерен ырми-канми вăй хурса пĕрлехи Çĕнтерĕве çывхартакан хисеплĕ волонтерсене, çав шутра хăйĕн юратнă амăшне те, чĕререн тав турĕ тата Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ.
Хĕрÿ вырăнсенче çапăçакан салтаксемшĕн волонтерсем тахçанах ĕнтĕ иккĕмĕш пысăк çемье пулса тăнă. Петр Юрьевич Энĕшпуç активисчĕсене саламласа пурне те чечексем парса тухрĕ. Вăл палăртса каланă тăрăх, волонтерсем тÿрĕ кăмăлпа вăй хуни, хăйсен ĕçне парăнни, пулăшу кÿни салтаксене çăмăл мар тапхăрсенче вăй кÿрет. Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕн символне — шур чечеке /е салтак тÿмине\ — çĕнĕлле ăнланма пулчĕ çак кун. Ку вăл ахаль чечек мар — эпир пурте кĕтекен мирлĕ пурнăçăн тата пирĕн волонтерсен чĕрисен тасалăхĕн символĕ.
Энĕшпуç ялĕнчи культура çурчĕн коллективĕ тата çак ялта пурăнакан халăх Петр Юрьевича пирĕн патăмăрта визитпа пулнăшăн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Вăл пире Çĕнтерÿпе таврăнма шантарчĕ. Эпир пирĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе мăнаçланатпăр тата вĕсене мĕн Çĕнтерÿ пуличченех çирĕп тылпа тивĕçтерме сăмах паратпăр!
Татьяна МИХАЙЛОВА, Энĕшпуç ялĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ
