«Вăрмар районĕнчи потребительсен обществи» потребительсен кооперативĕ, е кĕскен — «Вăрмар райповĕ» ПК, йăласене упраса саманапа тан утать, суту-илÿри, производствăри, обществăлла апатланури, хатĕрлев отраслĕнчи, аптека ĕçĕ-хĕлĕнчи, тĕрлĕ пулăшусенчи конкуренцие пăхмасăрах малалла аталанать.
Ялсенче пурăнакансемшĕн потребительсен кооперативĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен райпо халăха апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерсе тăрать, çавăн пекех ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма та пулăшать, хальхи экономикăра паллă вырăн йышăнса тăрать.
Юлашки çулсенче райпо ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Тĕслĕхрен, лавккасен сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă, вĕсем туянакансемшĕн тата хăтлăрах пулса тăнă. Суту-илÿ вырăнĕсен тата складсен ĕçне автоматизациленĕ. Вăрмар райповĕн тытăмĕнче 25 лавкка шутланса тăрать, суту-илÿре 57 çын вăй хурать. Вĕсем тăрăшнипе суту-илÿри таварçаврăнăш калăпăшĕ ÿссе пырать, плансем пурнăçланаççĕ.
Пĕтĕмĕшле вара райпора паянхи кун 108 çын ĕçлет. Суту-илÿпе кăна çыхăнман райпо ĕçĕ-хĕлĕ. Обществăлла апатлану, çурмафабрикатсен производстви, эмел курăкĕсене хатĕрлесси, ял хуçалăх продукчĕсене пуçтарасси — тĕп ĕçсем хушшинче. Халăхран пахчаçимĕç, çĕрулми пуçтарассипе кăтартусем аван. 2026 çулхи I кварталта çĕрулми пуçтарассипе иртнĕ экономика ăмăртăвĕсенче чи лайăх результат кăтартнăшăн «Вăрмар райповĕ» ПК коллективĕ 1-мĕш вырăн йышăнса Чăваш Республикинчи Потребительсен обществисен Союзĕн Дипломне тивĕçнĕ. Пахчаçимĕç пуçтарассипе 2025 çулта 2-мĕш вырăна тухнă, 2026 çулхи I кварталта — 3-мĕш вырăна. Çавăн пекех 2025 çулта çурмафабрикатсен производствинче лайăх результатпа палăрса Вăрмар райповĕ 3-мĕш вырăн йышăннă.
Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстерессипе 2025 çулта райпо 1-мĕш вырăнта пулнă. Обществăлла апатланăва аталантарассипе 2025 çулта — 2-мĕш вырăна, 2026 çулхи I кварталта вара — 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех 2025 çулта пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле ăнăçлă аталантарса потребительсен обществисем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă.
Паллах, çакăн пек лайăх кăтартусем райпо ĕçченĕсен хастар ĕçĕпе тата тăрăшулăхĕпе çыхăннă. Вĕсен хушшинче потребкооперацинче вун-вун çул ĕçлекенсем те сахал мар, çамрăксем те йышлăн. Кашни работникăн, çавăн пекех кунта вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансен ĕçне хисеплеççĕ райпора, хавхалантарса тăраççĕ. Сăмахран, ĕç кун-çулне Вăрмар райповĕпе çыхăнтарнă ĕçченсене çулсеренех Вăрмар округĕн Акатуйĕнче чыслаççĕ, кăçал та тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ вĕсем.
«Ĕç тухăçлăхĕ кадрсенчен килет. Нумай çул ĕçлекен работниксен опычĕ ура çинче çирĕп тăма пулăшать. Çамрăк специалистсем вара — пирĕн пуласлăх тата паянхи ăнăçу никĕсĕ. Вĕсем пултаруллă, творчествăллă, çăмăл алăллă, малалла ăнтăлакан, çĕнĕлĕхсенчен хăраман çынсем. Кирек мĕнле мероприятисене, конкурссене, ăмăртусене, смотрсене хăюллăнах хутшăнаççĕ. Ĕçлеççĕ, аталанаççĕ, профессири ăсталăхне ÿстерсе пыраççĕ», — пĕлтерет хăйĕн шухăшне Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Аркадьевна Сейфуллина.
![]()
Нумай пулмасть, акă, Марина Аркадьевна ертсе пынипе Вăрмар райповĕн çамрăк специалисчĕсем Хусанта иртнĕ «Коопераци çамрăкĕсем: отрасле аталантарма ресурссене пĕрлештеретпĕр» потребительсен кооперацийĕн пĕтĕм тĕнчери форумне хутшăннă. Делегацинче Вăрмар райпо правленийĕн председателĕн организаци енĕпе ĕçлекен заместителĕ Светлана Викторовна Игнатьева, райпо тытăмĕнчи «Общепит» тулли мар яваплă обществăн тĕп бухгалтерĕ Екатерина Николаевна Васильева тата бухгалтерĕ Кристина Аркадьевна Федорова пулнă.
Марина Аркадьевна каласа панă тăрăх, форума хутшăнни вĕсемшĕн питĕ усăллă тата интереслĕ пулнă. Форум ĕçне Раççей регионĕсен представителĕсем, 33 çĕршыв делегачĕсем хутшăннă. Потребкоопераци ĕçĕ ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе çыхăннă, çавăнпа форум пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Агроволга» куравпа пĕрле иртнĕ.
Вăрмарсем потребительсен кооперацийĕн форумĕн экспозицийĕсемпе те паллашнă, «Агроволга» форумăн павильонĕнче те пулса курнă. Ун хыççăн пленарлă ларăва хутшăннă. Кунта потребительсен кооперацийĕн малашлăхĕ, йăласемпе хальхи технологисен пĕрлĕхĕ, ял территорийĕсен аталанăвĕ, коопераци проекчĕсене тĕрев парасси тата вăйлă кадрсем хатĕрлесси пирки сăмах хускатнă.
Форума çамрăксене ахальтен халалламан кăçал. Калаçу ытларах шăпах та потребкоопераци тытăмĕн пуласлăхĕ çинчен — ăна çамрăк çынсемшĕн интереслĕ тата перспективлă тăвасси пирки пынă, мĕншĕн тесен потребкоопераци аталанăвĕ — вĕсен аллинче.
«Потребкоопераци пурăнтăр, малалла аталантăр тесен çамрăксемпе ĕçлемелле. Форумра пире малаллахи çул-йĕре уçăмлатса пачĕç, тĕллевсене палăртрĕç, апла пĕр утăм та каялла пусмасăр малалла ăнтăлăпăр. Эпир социаллă пĕлтерĕшлĕ предприяти пулнă май патшалăх та пире пур енчен те пулăшать, çавăншăн тав тăватпăр. Çакăн пек пысăк форума коллективпа хутшăнни пĕрлĕх туйăмне татах çирĕплетет. Пурнăçланă ĕçсем чылай, пурнăçламаллисем — тата нумайрах. Коллективпа пĕрле мĕнпур задачăсене парăнтарасса иккĕленместпĕр. Çак кунсенче эпир Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне паллă турăмăр. Райпо ĕçченĕсене тата ветерансене уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, пурнăçра та, ĕçре те çитĕнÿсем тума сунатăп», — тет Марина Аркадьевна.
Ирина ДАНИЛОВА
