«Ниме — Халăх бюджечĕ» программа пулăшнипе Вăрмар муниципаллă округĕнчи тепĕр вырăн хăтлăланнă. Шăхаль ялĕнче Чапаев урамĕнчен пуçласа масар таран илсе çитерекен çул-йĕрĕн юсавĕ вĕçленнĕ.
Çул-йĕр юсавне пурнăçлакан подрядчик — «Макаров А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ. Ĕçсен хакĕ 983 709 тенкĕпе танлашнă. Шăхаль ялĕнче пурăнакансем хăйсен савăнăçне пытармаççĕ. «Ку вăл ахаль çул мар. Ĕмĕрлĕх тĕнчене куçса кайнă çывăх çыннăмăрсен вил тăприйĕсем çине кирек мĕнле çанталăкра та чăрмавсăр çитме пулăшакан çул, астăвăм тата хисеп. Пĕрле тытăнсан темĕнле ĕçе те пурнăçлама пулать. Пирĕн ялта чăннипех те тăван тăрăхшăн тăрăшакан çынсем пурăннине çирĕплетрĕмĕр «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнса», — теççĕ шăхальсем.
Надежда ШИШКИНА
