«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар округĕнче çул-йĕр юсавĕсем малалла пыраççĕ.
Çак кунсенче, акă, Вăрмар поселокĕнчи Свердлов тăкăрлăкĕнче /Свердлов урамĕнчен пуçласа Маяковски урамĕ таранчченхи лаптăкра\ юсав ĕçĕсем пуçланнă. Вăрмарсем пĕлеççĕ: кунти çул тахçанах кивелнĕ, çитменнине ансăр — икĕ автомашина хире-хирĕç тĕл пулсан иртсе кайма майсăр. Хăшĕн те пулин айккинелле пăрăнса теприне ирттерсе ямалла. Çавăнпа Свердлов тăкăрлăкĕнче юсав ĕçне пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕре асфальт сарса юсанисĕр пуçне анлăлатма та планланă. Ĕçсене пурнăçлама «Макаров А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне шанса панă. Юсамалли çул-йĕр тăршшĕ 130 метр, ĕçсен хакĕ 2 094 409 тенкĕпе танлашать.
Ирина ДАНИЛОВА
