kultКĕлкеш ял варринче, тĕрлĕ саманана курнă малтанхи кивĕ клуб ларнă вырăнта, паянхи кун çĕнĕ культура çурчĕ хăпартаççĕ. Ялта пурăнакансем строительство ĕçĕсен кашни тапхăрĕпе кăсăклансах тăраççĕ - çуркунне подрядчик ĕçлеме пуçланăранпа паянхи кун таранчченех. Рабочисем хальхи вăхăтра кирпĕч хыççăн кирпĕч культура çурчĕн стенисене хăпартаççĕ.

Çĕнĕ учреждени 75 куракан валли пулĕ. Культура çуртне ял тăрăхĕнче пурăнакансем те, ыттисем те пурте килсе çÿреме пултарĕç. Ял çыннисем çак объект пурне те пĕр çĕре пухса илĕртекен вырăн пуласса халех шантараççĕ. Кунта уяв концерчĕсем, шавлă пухусем, пĕр-пĕринпе пухăнса чуна уçса калаçмалли каçсем иртĕç. Аслисемпе ачасем хăйсен пултарулăхне аталантарĕç — вĕсем валли кружоксем, художествăлла пултарулăх коллективĕсемпе студисем уçăлĕç. Пысăк залра ял ыйтăвĕсене сÿтсе явма пухăнма пулĕ.

Пулас культура çуртĕнче библиотека валли пÿлĕмсем палăртса хуни уйрăмах хавхалантарать. Кĕнеке кĕтесĕ вулама юратакан ачасемпе аслисем валли илĕртÿллĕ вырăн пулĕ. Çапла Кĕлкешре культура пурнăçĕ тĕрлĕ енлĕ, пурин валли те пулĕ.

Çак улшăнусем — ахаль строительство кăна мар, пирĕн округра пурăнакан çемьесен пуласлăхне хывакан пысăк тÿпе. Культура çуртне «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе хăпартаççĕ. Çак проектăн тĕллевĕ — аталану, кану, хамăра пултарулăх тĕлĕшĕнчен кăтартассине валли условисем туса хурасси. Çирĕп çемье — хăтлă кил-çурт кăна мар вĕт, уяв­сенче пĕр­ле савăнма, çĕннине пĕлме, йăла-йĕр­кесене ачасене пама май пурри те. Кĕлкешри çĕнĕ культура вучахĕ çемье хаклăхĕсене аталантармалли тĕреклĕ никĕс пулса тăрĕ.

Планпа палăртнă тăрăх, строительство ĕçĕсене кăçалхи декабрь уйăхĕнче вĕçлемелле. Апла пулсан çитес хĕлле, чÿрече хыçĕнче юр пĕрчисем вĕлтĕртетсе çаврăнма тытăнсан, Кĕлкешри культура çурчĕ пĕрремĕш хăнасем валли алăкĕсене уçса ярĕ.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика