Унта 11 регионтан килнĕ 57 предприяти хутшăннă.

Выставкăра Раççейре, Китайра, Беларуç Республикинче тата ытти çĕршывра туса кăларнă агротехникăпа, выльăх-чĕрлĕхе çитермелли хутăшсемпе, чир-чĕрпе тата хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли препаратсемпе, тырă сорчĕсемпе паллаштарнă.

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Андрей Макушев курав ял хуçалăхĕн аталанă­вĕшĕн, çĕр çинче ĕçлекенсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, наукăпа технологири çĕнĕлĕхсем агропромышленноç комплексне тĕревленине палăртнă. «Уй кунĕ» курав вăхăтĕнче «Агро-100» клуба кĕрекен предприятисен рейтингне пĕтĕмлетнĕ. 2025 çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсемпе чи лайăх 10 организацие чысланă. Унпа килĕшÿллĕн пĕрремĕш картлашка çине «Çĕрпÿ беконĕ» пĕрлешÿ хăпарнă. Юрий Федотов директор каланă тăрăх, ку – ĕç коллективĕн пĕрлехи çитĕнĕвĕ. «Пирĕн ĕçе пысăк хак пани малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать», – тенĕ Юрий Александ­рович. Сăмах май, 2024 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе те предприяти пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика