99c63c5b 8edb 4ec4 9a0f e1fd8b15210cЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче СВО ветеранĕсемпе — республикăри сборнăйăн членĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Команда региона ятарлă çар операцийĕн тĕревпе хускану аппарачĕ сиенленнĕ ветеранĕсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри физкультура мероприятийĕнче хÿтĕленĕ. Раççей Паралимп комитечĕ пĕрремĕш хут иртнĕ çак ăмăртусене ирттерме Шупашкар хулине суйласа илнĕ. Турнир июлĕн 18-22-мĕшĕсенче «Олимпийский» стадионта пулса иртнĕ.

Çак спорт мероприятине Раççей Федерацийĕн 27 субъектĕнчи спортсменсем хутшăннă. Командăра Чăваш Рес­публикин чысне хÿтĕлекенсен йышĕнче пирĕн ентеш — Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Александрович Анисимов та пулнă.

Сергей Анисимов – ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ, аслă лейтенант, танк экипажĕн командирĕ пулнă, çар тивĕçне пурнăçласа аманнине пула ăна демобилизациленĕ. СВО вăхăтĕнче хăюлăхпа палăрнăшăн Сергей Александровича икĕ хутчен Паттăрлăх орденĕпе тата Суворов медалĕпе наградăлама тăратнă, Паттăрлăх орденĕпе, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальпе наградăланă. Çар ВУЗне лайăх паллăсемпе пĕтернĕшĕн ылтăн медальпе, çавăн пекех «КВКТУ – 100 çул», «Танкистсен Союзне – 75 çул» медальсемпе чысланă.

Сергей Александрович — иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти çар комиссариатĕнче службăра. Вăл сăнă ывăтассипе Раççей Федерацийĕн паралимп сборнăйĕн членĕ. Сергей Анисимов — тĕревпе хускану аппарачĕ сиенленнĕ спортсменсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕн Раççей чемпионĕ, çĕршывăн çĕнĕ рекордне пурнăçланă – 34 метр та 31 сантиметр.

Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул выпускникĕ Сергей Анисимов мĕн çамрăкранпах спортпа туслă пулнă. Шкулти секцисене çÿренĕ. «Физкультура учителĕ Александр Михайлович Ноздрин мĕн пĕчĕкрен пире спорта юратма хăнăхтарнă. Район, респуб­лика шайĕнче иртекен спорт ăмăртă­вĕсене яланах хутшăннă, малти вырăнсене те тивĕçнĕ. Çавăнпах та пулĕ Хусанти танк училищине вĕренме кĕрес ĕмĕтĕм çуралчĕ. Хамăрăн шкултан вĕренсе тухсан Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула пĕлÿ пухма çул тытрăм. Ун чухне те спорт ăмăртă­вĕсене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ. Асăннă шкула «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен тÿрремĕнех Хусанти танк училищине çул тытрăм. Кунта олимпиадăсене хатĕрленме хушма программăна ăса хывнă. Пĕтĕм тĕнчери тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Танк биатлонĕн ăмăртăвне те хутшăнтăм. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Хусантан хисеплĕ караулăн ротипе Шупашкара килтĕмĕр. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн инаугурацийĕнче пултăмăр. Ку маншăн пысăк чыс. Хусанти танк училищине хĕрлĕ дипломпа, ылтăн медальпе вĕренсе пĕтертĕм», - аса илет Сергей Александрович.

Сергей Александрович ăмăртусене ăнăçлă хутшăннă: икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăл сăнă тата диск ывăтассипе те пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Маттур! Саламлатпăр!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика