Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсем Тăван çĕршывăмăрăн тăнăçлăхĕшĕн хăюллăн çапăçаççĕ, пирĕн мирлĕ пурнăçа хăйсене шеллемесĕр хÿтĕлеççĕ, çăмăл мар условисенчен хăрамаççĕ, йывăрлăхсене парăнмаççĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.![]()
Хастарлăхшăн, хăюлăхшăн, паттăрлăхшăн салтаксем Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисене, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин ведомство наградисене тивĕçеççĕ. Вĕсен хушшинче Вăрмар округĕн представителĕсем те пулни чăннипех те савăнтарать, пирĕн чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмне çуратать.
Иртнĕ кунсенче Шăхаль ялне те ырă хыпар çитнĕ. Çак ял çамрăкне, ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнакан салтака Михаил Олегович Афанасьева Суворов медалĕпе наградăланă.
Суворов медальне çар ĕçĕсене хутшăнса Раççей Федерацийĕн интересĕсене хăюллăн хÿтĕлекен, патшалăх чиккисене харсăррăн сыхлакан, лайăх кăтартусемпе палăракан салтаксене параççĕ. Михаил Олегович çакăн пек пысăк чыс-хисепе — Суворов медальне илме тивĕçни унăн службăри паттăрлăхĕ çинчен туллин калать.
Михаил Афанасьев 2003 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн салтак тивĕçне пурнăçланă — 2022-2023 çулсенче Воронеж облаçĕнче мотострелковăй дивизинче службăра пулнă. Демобилизаци хыççăн ĕçлеме тытăннă. 2024 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăнма контракт пуснă, пехотинецсен ретне тăнă. Тăван тăрăхра ăна амăшĕ Елена Михайловна, йăмăкĕ Ксюша, шăллĕ Антон тата, паллах, пĕтĕм ял-йыш кĕтеççĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
