Чăваш Енре пиллĕкмĕш хут çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «Чикĕре» фестивалĕ иртнĕ. Ăна республикăра çуралса ÿснисен çарти тата ĕçри паттăрлăхне халалланă. Мероприяти Куславкка муниципаллă округĕнче вырнаçнă «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» астăвăм комплексĕн лапамĕнче пулнă. Паллă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, чĕрĕ чечек çыххи хурса паттăрсене тав тунă. Фестиваль хăнисемпе тата хутшăнаканĕсемпе пĕрле шăплăх минутĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асăнса пуç тайнă.
Республика пуçлăхĕ çамрăксене тата вĕсен наставникĕсене историллĕ астăвăма упранăшăн тав сăмахĕ каланă, «Чикĕре» форум вĕрентÿ ĕçне, профессионаллă дискуссине, çарпа истори реконструкцине пĕрлештерекен нумай профильлĕ лапам пулса тăнине, ăна «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориалта ирттерни фронтпа тыл пĕрлĕхне пĕлтернине палăртнă.
Фестивальте шырав отрячĕсен куравĕ пулнă. Шкулсен тата студентсен пĕрлешĕвĕсем экспедицисенче тупнă япаласемпе паллаштарнă. Клубсен участникĕсем салтак пурнăçĕн, формин, хĕç-пăшалĕн элеменчĕсене, çар техникине кăтартнă.
Фестивалĕн тĕп пулăмĕ — масштаблă çарпа истори реконструкцийĕ. Кăçал ăна Львоври тата Сандомирти стратеги операцийĕн 82 çулне халалланă. Ку вăл Хĕрлĕ Çарăн чи пысăк наступленийĕсенчен пĕри. Реконструкцие Раççейри 14 регионтан тата Беларусь Республикинчен 29 клуб представителĕ хутшăннă.
