Энĕшпуçĕнчи культура çуртĕнче тăрăшакан культура ĕçченĕсем ялти маскировка сетки çыхакан пунктра кунсерен вăй хурса, салтаксене пулăшас ĕçе хăйсен тÿпине хывса Çĕнтерĕве çывхартакан волонтерсем валли экскурси ирттернĕ. Вĕсем туслă йышпа Куславкка округĕнче вырнаçнă «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориала кайса курнă. Çак çулçÿрев ахаль интересшĕн кăна иртмен, вăл ĕç паттăрлăхĕн икĕ самани тĕл пулнине палăртакан символ пулса тăнă.
Çак кун мемориал комплексĕн территорийĕнче çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «Чикĕре» фестивалĕ иртнĕ, çавăнпа экскурси тата кăсăклăрах пулнă.
Волонтерсем тата Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем мемориалти музейĕн интерактивлă залĕсене кĕрсе экспонатсемпе паллашнă, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусен çарпа истори реконструкцине курнă, мăнаçлă çар техникинчен тĕлĕннĕ.
«Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориалти культурăллă программа Энĕшпуç активисчĕсене вĕсем хăйсен ĕçне парăннăшăн, çăмăл мар пулин те çирĕп тăнăшăн, кунсерен маскировка сетки çыхма хутшăннăшăн тав тунине палăртакан пулăм пулса тăнă.
Çулçÿрев пурне те килĕшнĕ. Унта хутшăнакансем килĕсене ывăнса таврăннă пулин те малалла тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалану илнĕ. Экскурси Энĕшпуç волонтерĕсен пĕрлĕхне татах çирĕплетнĕ, вĕсен ĕçне чăннипех те хакланине тата хисепленине палăртнă.
Татьяна МИХАЙЛОВА, Энĕшпуç ялĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ
