Арапуç ялĕнчен ырă хыпар çитрĕ. Советская урамĕнчи çул-йĕр участокĕн юсавĕ вĕçленнĕ.
«Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа усă курма май пулнипе, «Ликта» тулли мар яваплă общество тăрăшса ĕçленипе кунта яка та типтерлĕ асфальтлă çул пулса тăчĕ. Çĕнетнĕ участокăн тăршшĕ – 150 метр, ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ – 640 пин тенкĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ объекта укçа-тенкĕ парса пулăшнăшăн «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Владимир Анатольевич Иванова пысăк тав! Чи лайăх хак паракансем - çак çулпа кашни кун усă куракансем паллах. Вырăнти врач амбулаторийĕнче ĕçлекен Мария Иванова медицина сестри хăйĕн савăнăçне çапла пĕлтерет: «Халĕ пирĕн патне çитме питĕ аван. Таса, типтерлĕ, чи кирли вара, хăрушсăрлăхлă. Сывлăх патне илсе пыракан çула çăмăллатма пулăшакансене пурне те тав!» Çакăн пек пĕчĕк çĕнтерÿсем пирĕн пурнăçа хăтлăрах тума пулăшса пыччăрах!
