Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн заместителĕ — экономика тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ирина Ямукова, Вăрмарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕ Татьяна Прокопьева «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă.

Хуçалăх пуçлăхĕ Алексей Михайлов вĕсене ĕçе мĕнле йĕркеленипе тата выльăх-чĕрлĕхе мĕнле условисенче тытнипе паллаштарнă. Фермăра выльăх-чĕрлĕхе аш-какай валли усраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ — 29. Июльте кĕтÿ 30 пăрупа пуянланнă. Хĕл каçма 300 тонна утă хатĕрленĕ.

Хуçалăх ÿсен-тăран çитĕнтерессипе те ĕçлет, 159,64 гектар çинче акса-туса илет. Çурхи тулă валли 102,14 гектар, çурхи урпа валли 57,5 гектар уйăрнă. Техникăпа складсене вырма тĕл­не хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика