
Вăрмарти «Романтика» сывлăха çирĕплемелли лагерьте 3-мĕш смена пырать. Кунта хальхи вăхăтра Вăрмар, Куславкка, Комсомольски, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Етĕрне округĕсемпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен 70 ытла ача сывлăхне çирĕплетет.
Çак шутра Вăрмар тăрăхĕнчи 17 ача. Лагерь директорĕн заместителĕ Татьяна Германовна Гаврилова палăртнă тăрăх, ачасене кунта питĕ килĕшет, кунсерен 2-3-шер мероприяти иртет. Ятарлă кун йĕркипе пурăнаканскерсемшĕн пушă вăхăт çук та, телефонпа та ашшĕ-амăшĕсемпе çыхăнăва тухма уйăрса панă вăхăтра кăна усă кураççĕ. Кунне 5 хутчен апатлантараççĕ.
Лагерьти ачасен канăвĕпе, хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçе пур енлĕн «Романтика» директорĕ Михаил Петрович Ухин йĕркелесе пырать. Канакан ачасемпе çамрăк вожатăйсем ĕçлеççĕ, Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ колледж студенчĕсем вĕсем. Тĕрлĕрен-тĕрлĕ мероприяти иртет кунсерен. Илемлĕ вырăнта вырнаçнăран лагерьте çутçанталăкпа киленме май пур. Лагерь тулашĕнчен те тухса çÿреççĕ ачасем аслисем ертсе пынипе. Акă иртнĕ кунсенче тĕш-тырă çитĕнтерессипе ĕçлекен «Свебрата» хуçалăха та çитсе курчĕç пур пысăк йышпа.
21 куна тăсăлакан пĕр смена хушшинче ачасемпе вожатăйсем пĕр-пĕринпе çывăхланса, туслашса çитеççĕ, лагерьтен кайсан та çыхăну тытса тăраççĕ, тепĕр çул каллех кунта канма килессишĕн ĕмĕтленеççĕ. Кăçал та, иртнĕ çулсенчисем пекех, çăвĕпе 4 смена ĕçлет «Романтикăра».
Эвелина МИХАЙЛОВА
