Çу кунĕсем – выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи яваплă тапхăр. Йăлтах вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те пĕр тĕрлĕ ĕç тепринпе ылмашăнса пырать. Хальхи вăхăтра сенаж хывассипе тăрăшаççĕ. Ăна иккĕмĕш укосри люцернăран хатĕрлеççĕ.
Люцерна – протеинпа пуян культура, çавăнпа та унран тутлă та усăллă, пахалăхлă выльăх апачĕ пулать. Анчах та сенажа ятарлă технологисене пăхăнса хатĕрлемелле, пахалăхĕ сыхланса юлтăр тесе уйран турттарса кĕнĕ вĕтетнĕ люцернăна биоконсервантпа хутăштарса вăйлă пусарса пымалла. Ку ĕçре Кировец тракторпа Василий Петров механизатор тăрăшать. Хăватлă техникăна сенаж шăтăкĕнчи чĕрĕ курăк тăрăх пĕр чарăнмасăр калла-малла чуптарать. Сенаж хатĕрлес ĕçре çавăн пекех Александр Валентинович Васильевпа унăн ывăлĕ Алексей Васильев, Яков Федоров, Александр Николаевич Васильев, Александр Артемьев, Валерий Теплов тăрăшаççĕ. Уйра çулса хунă люцернăна туххăмрах ворошилкăпа эретлесе пыраççĕ, хыççăнах тепĕр икĕ техника çума-çумăн пыраççĕ — курăка вĕтетсе пыракан техника вĕтетнĕ люцернăна юнашар пыракан трактор е КамАЗ çине пушатса пырать /ÿкерчĕкре/. Вĕтетнĕ курăка пĕр КамАЗ тата икĕ трактор уйран турттарса тăраççĕ. Кунсерен 400-500 тонна сенажпа пуянланать ферма. Хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, силоспа пĕрле çак выльăх апатне пĕтĕмпе 6 пин тонна хатĕрлемелле хĕл каçма. Люцернăна 250 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Ытларах пайĕ — 200 гектарĕ шăпах сенаж валли, 50 гектарĕ вара утă валли. Сăмах май, хальхи вăхăтра хуçалăхра 281 ĕнерен сĕт суса илеççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
