Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Михаил Дегтярев пулнă. Вăл Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Енсем регионти физкультурăпа спорт аталанăвне тата федераллă программăсем мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явнă.
«Икĕ çул хушшинче эпĕ пысăк улшăнусем пулса иртнине куртăм. Ултă çул каяллахине илес пулсан вара — улшăнусен калăпăшĕ чăннипех те тĕлĕнтерет. Чăваш Ен спорт регионĕ пек пысăк утăмсемпе аталанать. Кунта тĕнче шайлă инфратытăм йĕркелеççĕ, олимп резервне хатĕрлеççĕ, пуласлăх пирки халех шухăшлаççĕ. Иккĕленместĕп, Раççейĕн тĕнче аренинчи пĕрлехи çĕнтерĕвĕнче республика тÿпи ÿссех пырĕ. Куншăн чĕререн тав тăватăп тата чи ырă сăмахсене калатăп», — палăртнă Михаил Дегтярев.
Регион руководителĕ каланă тăрăх, республикăра массăллă спорт валли инфратытăм йĕркелеме тĕллевлĕн ĕçлеççĕ, пултаруллă спортсменсене пулăшма проектсем пурнăçланаççĕ. Тĕп кăтартусемпе Чăваш Ен Атăлçи Федераци округĕнче те, Раççейре те лидерсен шутĕнче.
Республика спортсменĕсем çĕршыв тата тĕнче аренисенче хăйсен результачĕсемпе савăнтараççĕ. 2025 çулта Чăваш Енри 399 спортсмен Раççейĕн пĕрлештернĕ наци командисен йышне кĕнĕ, 2020 çулхипе танлаштарсан 2,6 хут нумайрах. Иртнĕ çул республика спортсменĕсем 2300 медаль çĕнсе илнĕ, вĕсенчен çурри таран — чи пысăк пробăллисем.
«Пирĕн тĕллев уçă - çĕршыв Президенчĕ лартнă задачăсене пурнăçласси. Ку вăл çынсене активлă пурнăç йĕркине явăçтарасси, вĕсен сывлăхне çирĕплетесси, массăллă тата профессионаллă спорта аталантарма условисем тăвасси, Раççей спорчĕн аталанăвне хамăрăн тÿпене хывасси», — тенĕ Олег Николаев.
Паянхи кун регионта спортăн 21 тĕп тĕсĕ аталанать. Раççей шайĕнчи ăмăртусене ирттерессипе Атăлçи Федераци округĕн регионĕсем хушшинче Чăваш Ен виçĕ лидер хушшинче. Чăваш наци кĕрешĕвне упраса хăварассипе тата аталантарассипе тарăннăн ĕçлеççĕ. Республикăри олимп резервĕн спорт шкулĕсенче компетенци центрĕсем йĕркеленĕ, муниципалитетсенчи спорт шкулĕсенче уйрăмсем уçнă, «Кĕрешÿ» Центр ĕçлет. Кĕрешÿ енĕпе мала тухассипе республикăра çулсерен ăмăртусем тата чемпионат иртеççĕ. Ăмăртусене Пĕтĕм тĕнчери наци кĕрешĕвĕсен I тата II вăййисен программине кĕртнĕ.
