2026 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа авгус­тăн 1-мĕшĕччен Шупашкарта «Раççей симĕс ылтăнĕ – 2026» Пĕтĕм Раççейри V фестиваль иртĕ. Юбилейлă уява паллă тума хăнасем йышлăн хутшăнĕç, программа та анлă пулĕ. Ăна сăра производствин йăлисене тата хальхи тенденцисене халаллаççĕ.

Çулсерен мероприятие çĕршыври сăра вĕретекен компанисем, обществăлла апатлану организацийĕсем, фермерсем, кооперативсем, уйрăм çын предпринимательсем хутшăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле фестивальсенче 160 пин çын пулса курнă, çав шутра чикĕ леш енчи делегацисем те.

Ĕçлĕ программăна пысăк тимлĕх уйăрĕç. Федерацин тата республикăн влаç органĕсен представителĕсем, хăмла çитĕнтерес, сăра вĕретес облаçри экспертсем, ăслăлăх организацийĕсен представителĕсем актуаллă ыйтусене сÿтсе явĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç. Фестиваль кашни кун мĕн те пулин çĕннипе тĕлĕнтерĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика