Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ малалла ĕçлет. Çуллахи тапхăрта ял çыннисен кил-тĕрĕшре, сад-пахчара темĕн тĕрлĕ ĕç те пур, çавăнпа хăш чухне больницăна çитсе килме вăхăчĕ те çитмест пулĕ. «Сывлăх патне утăм» проект пурнăçланнипе вара медицина ĕçченĕсем халăх пурăнакан вырăна хăйсем тухса çÿресе пациентсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пултараççĕ. Паллах, ял çыннисем кун пек майпа усă курма васкаççĕ.
Иртнĕ эрнере, акă, мобильлĕ комплекс Шăхаль ялĕнче пулса пациентсене йышăннă. Ытларикун вара тухтăрсем Чупай ялĕнче ĕçлерĕç. Вăрмар район больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, Чупай ял тăрăхĕнче — Чупай, Патти ялĕсенче — пурăнакан 102 çын хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ хальхинче. Мобильлĕ «Сывлăх пунктĕнче» артерири юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне виçме, кĕлетке массин индексне палăртма, юнри сахăр тата холестерин виçине пĕлме, ЭКГ тĕрĕслевĕ тухма, терапевт тата гинеколог патĕнче приемра пулма май пулчĕ. Специалистсем сывă пурнăç йĕрки тата сывă апатлану пирки консультацисем ирттерчĕç, хăш-пĕр пациента сывлăхне тарăнрах тĕрĕслеттерме направлени те пачĕç.
«Сывлăх патне утăм» проект ял халăхĕн кăмăлне кайни куçкĕрет. Хăйсен сывлăхне мобильлĕ «Сывлăх пунктĕнче» тĕрĕслеттерме çынсем кашни ялтах йышлăн çÿреççĕ. Вăраха кайнă чирсемпе аптăракан ватăсем, аслăрах ÿсĕмрисем мĕнлерех майпа сипленмелли пирки специалистсенчен усăллă сĕнÿсем илеççĕ. Ĕçлекен граждансем кĕске вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулма хатĕрленекен çамрăксем те консультацисем илеççĕ. Тухтăрсем пациентсен сывлăхне тĕрĕсленисĕр пуçне вĕсене пĕрремĕш пулăшу пирки каласа параççĕ, вăраха каякан инфекциллĕ мар чир-чĕре мĕнле профилактикăламалли çинчен ăнлантараççĕ.
Чупай ялĕнче пурăнакан, «Тимук» тулли мар яваплă обществăн Вăрмарти филиалĕнче вăй хуракан мăшăр — Ольга Александровнăпа Михаил Алексеевич Димитриевсем те «Сывлăх пунктне» пынă. «Мобильлĕ комплекс яла килсен кашнинчех сывлăха тĕрĕслеттерме тăрăшатпăр. Пĕлтĕрхи çул та проекта хутшăнса специалистем патĕнче приемра пултăмăр. Çемьепех çÿретпĕр. Акă, хуняçана та, Алексей Степановича, пĕрле илсе килтĕмĕр. Вăл 71 çулта ĕнтĕ, унăн сывлăхне тимлесех тăмалла. Тухтăрсем хамăр пурăнакан вырăнтах медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерни çав тери меллĕ, çавăнпа кун пек майпа мĕнле-ха усă курмăн?» — тет Ольга Александровна.
«Сывлăх патне утăм» евĕрлĕ проектсем ял çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тавах тухтăрсене пирĕн сывлăха тĕрĕслеме ялах килнишĕн», — тет Чупай ялĕнчи 74-ри Людмила Германовна Николаева, нумай çул çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер. Çак ялтах пурăнакан 64-ри Мария Геннадьевна Николаева та унпа килĕшет. «Çур сехет те иртмерĕ пулĕ — юн парса сахăрпа холестерин виçине те пĕлтĕм, ЭКГ та тухрăм, терапевт патĕнче приемра та пултăм. Больницăна каяс пулсан кун иртетчĕ-ха», — пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.
Владислав Владимирович Данилов вара «Сывлăх пунктне» икĕ пĕчĕк хĕрĕпе — Полинăпа тата Евăпа — килнĕ. «Сывлăх — чи хаклă пурлăх пулнине мĕн ачаранах пĕлсе çитĕнччĕр», — тет Владислав Владимирович.
«Сывлăх патне утăм» проект Вăрмар округĕнчи ытти ялсенче те хăйĕн ĕçне малалла тăсĕ. Тĕслĕхрен, июлĕн 30-мĕшĕнче Пинер ялĕнче пурăнакансем те хăйсен сывлăхне мобильлĕ пунктра тĕрĕслеттерме пултарĕç.
«Проект çынсене кирлĕ тата вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ те усăллă пулнине илтме çав тери кăмăллă. Мобильлĕ медицина вăхăта вăраха ямасăр сывлăха кунтах, халăх пурăнакан вырăнтах, тĕрĕслеме май парать. Ку вăл «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланакан пысăк ĕç-хĕлĕн пайĕ», — палăртса калать Вăрмар район больницин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Александра Филиппова.
Ирина ДАНИЛОВА
