Вăрмар округĕнче хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ пырать, хуçалăхсем вырмана тухнă. Паллах, чи малтанах кĕрхи тулă анисене пушатмалла. Уй-хире комбайнсем кăларнă хуçалăхсенчен чи пĕрремĕшĕ кăçал «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ пулнă. Ун хыççăнах «Михайлов А.В.» хресчен-фермер хуçалăхĕ те ĕçе пуçăннă.
Вĕсен руководителĕсемпе тĕл пулса калаçас тата хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнта паллашас тĕллевпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ирина Ямукова, ял хуçалăх секторĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Ольга Васильева тата Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Вăрмарти районсем хушшинчи уйрăмĕн начальникĕ Надежда Шанина çула тухрĕç, асăннă хуçалăхсенче ĕçлĕ визитпа пулчĕç.
«Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем «Марафон» сортлă кĕрхи тулла пуçтарса кĕртессипе хĕрсе кайса ĕçлетчĕç. Ăна пĕлтĕр кĕркунне 350 гектар çинче акса хăварнă пулнă.
Кĕрхи тулă ани çине 3 уй карапĕ тухнă. Вĕсен штурвалĕсен умĕнче — Владимир Обручков, Герман Виноградов тата Валерий Сорокин. Виççĕшĕ те нумай çулхи стажлă тата пысăк опытлă механизаторсем. Туххăмрах тулаççĕ комбайнсен бункерĕсем, ылтăн евĕр сарă тырра склада турттарма прицеплă тракторсем хатĕр тăраççĕ. Ку ĕçе Юрий Иванов, Эдуард Макаров, Дмитрий Александров тата Игорь Тимофеев пурнăçлаççĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн яланхи команди ĕçре хастар, вĕсене шанма пулать.
Вырнă тырра складра хуçалăх ĕçченĕсен тепĕр ушкăнĕ кĕтсе илет, пиллĕкĕн вăй хураççĕ кунта: Ирина Архипова, Елена Амурова, Фаина Петрова, Алла Пугачева тата тырра алласа тасатакан аппарата ĕçлеттерекен электрик-механик Михаил Иванов, пурте хуçалăхра нумай çул вăй хураканскерсем.
Хуçалăх руководителĕ Геннадий Николаевич палăртнă тăрăх, кĕрхи тулă тухăçĕ кăçалхи сезонра аван.
Çăмăлах мар, анчах çав тери пĕлтерĕшлĕ тата кирлĕ ĕçе «Михайлов А.В.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те яваплăн пурнăçлаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн пынă чухне кунта 121 гектар йышăнакан «ЭН Тайгета» сортлă кĕрхи тулла пуçтарса кĕртессипе тăрăшатчĕç. Уй-хире 2 мăнаçлă комбайн кăларнă. Хуçалăх руководителĕпе Анатолий Валерьевичпа çума-çумăн унăн ывăлĕ Валерий Анатольевич ĕçлет. Складсен пÿлмисене çĕнĕ тырă кĕме пуçланă.
Яваплă çынсем «Ямуков Г.Н.» тата «Михайлов А.В.» хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсене, комбайнерсемпе водительсене, токра ĕçлекенсене 2026 çулхи ĕççине ăнăçлă тата тухăçлă ирттерсе яма сунчĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
