t G6RDV CjUk4iH4az1LySXVmujx3YEQD55qNuUQqM7iddZZLZff7GMAQIuHagYIPkggEUY0e2WJ8cp KmuSGXl

Çак кунсенче Карăкçырми ялĕ чăн-чăн пултарулăхпа хăюлăх вырăнĕ пулса тăнă. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект ша­йĕн­че ял çумĕнчи пĕве хĕрринче патриотла юрăсене юрлассипе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» çамрăксен III фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие чи пултаруллă та талантлă çамрăксем йышлăн хутшăннă.

Фестивале уçнă май пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков тухса калаçнă. Унтан вара тавралăх патриотла юрă-кĕвĕ сассипе тулнă. Пурте пĕлекен, чĕрене пырса тивекен юрăсем те, вăрçă çулĕсенчи хитсем те, çамрăк авторсен çĕнĕ композицийĕсем те шăраннă. Фестивале хутшăнаканскем юрă-кĕвĕ урлă ятарлă çар операцийĕнчи пирĕн хÿтĕлевçĕсене тав тунине, вĕсене яланах тĕрев пама хатĕррине палăртнă.

Фестивалĕн асра юлакан саманчĕ — ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Сергей Мальковпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçни. Чĕрĕ калаçу, йывăр тĕрĕс­левсем витĕр тухнă паттăрăн уçă хуравĕсем ачасемпе çамрăксен чĕрисенче паллă вырăн хăварнă. Унăн сăмахĕсем пин лекцинчен те хаклăрах тата пĕл­терĕш­лĕрех пулнă.

Мероприяти пĕтĕмлетĕвĕ савăнтарнă — кашни команда сертификата тивĕçнĕ.

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» фестиваль тепĕр хутчен çирĕплетрĕ: патриотлăх — пысăк пĕлтерĕш­лĕ сăмах çеç мар, вăл пирĕн чĕресенче янăракан чĕрĕ йăла. Асра тытатпăр, мăнаçланатпăр, хамăрăннисене пăрахмастпăр!

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика