
Июль уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Вăрмар округĕ, пĕтĕм çĕршыв пекех, Тинĕс Çар флочĕн кунне паллă тунă. Уяв ячĕпе Вăрмар поселокĕн центрĕнче, астăвăм палăкĕсем çумĕнче, савăнăçлă митинг иртнĕ. Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, запасри çар служащийĕсем, округра пурăнакан çынсем хутшăннă.
Ентешсем умĕнче ырă сунăмлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Олег Кошельков тухса калаçнă. Вăл ăрусен çыхăнăвĕ çирĕп пулнине палăртнă, ветерансене хăюлăхшăн тата харсăрлăхшăн тав тунă. «Çак уяв кунĕнче эпир пирĕн Тăван çĕршывăмăрăн тинĕс чиккисен хуралĕнче тăнă çынсене чыслатпăр. Флот яланах Раççейĕн мăнаçлăхĕ пулнă, моряксем присягăна парăнса çирĕп кăмăл тĕслĕхне кăтартнă», — тенĕ вăл.
Митинга хутшăнакансем пирĕнтен уйрăлса кайнă паттăрсене шăплăх минучĕпе асăннă. Унтан палăк умне чĕрĕ чечексем — хĕрлĕ гвоздикăсем — хунă.
Хисеплĕ хăнасем хушшинче шурă çÿçлĕ мичмансем те, çарпа патриотлăх клубĕсен çамрăк воспитанникĕсем те пулнă. Çар морякĕсен паттăр ĕçĕ астăвăмра упраннă чухне пирĕн халăхăмăрăн пĕрлĕхĕ те арканми пулнине тепĕр хутчен çирĕплетнĕ çак уяв кунĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Тинĕс Çар Флочĕн кунне халалласа Хуруй ялĕнче те савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта хутшăнакансем моряк-салтаксене тата тинĕс пехотинецĕсене халалланă мемориал умĕнче пухăннă. Энĕшпуç ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем «Ĕмĕт» ансамбльпе пĕрле чăн-чăн уяв йĕркелесе халăха концерт кăтартнă. Сцена çинчен тинĕсе, флота тата Тăван çĕршыва мухтакан патриотла юрăсем, çавăн пекех пурте кăмăллакан халăх юррисем те шăраннă. Мероприяти ăшă та туслă лару-тăрура иртнĕ. Флот ветеранĕсен, пирĕн çĕршывăн тинĕс чиккисенче службăра тăнă ентешсен ячĕпе саламлă сăмахсем сахал мар пулнă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
