Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Чĕрĕ кристалл» проект малалла пурнăçланать. Проект тĕллевĕ — ачаллă çемьесене пулăшасси, пултарулăх валли условисем йĕркелесси тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусене çирĕплетесси. Ку вăл ахаль заняти мар, кашни çын хăйне кăтартма, хăйĕнче çĕнĕ талантсем уçма пултаракан хутлăх.
Проекта хутшăнакансенчен пĕри — Лариса Николаева. Вăл эпоксид сăмалипе ĕçлеме вĕрентекен мастер-класа пĕрремĕш хут пырсан çак ĕç ăна хăйĕн тыткăнне илессе шутлама та пултарайман. Наставниксем ертсе пынипе вăл материалпа ĕçлеме хăнăхнă, çав тери илемлĕ эрешсем тата капăрлатмалли япаласем тума хăнăхнă. Лариса Рудольфовна каласа панă тăрăх, эпоксид сăмалипе ĕçлессипе кăсăкланни унăн юратнă ĕçне çаврăннă. Паянхи кун унăн ĕçĕсемпе ытти çынсем те интересленеççĕ, туянаççĕ. Çапла майпа Лариса Рудольфовна тата ытларах хавхаланать. Çĕннине вĕренме нихăçан та кая юлманнине çирĕплетет унăн историйĕ.
Антонина НИКОЛАЕВА, çемьепе ĕçлекен специалист
