8c4a200b fbbb 4f53 8ae8 0a4e78311aaeАчасен ăнăçăвĕ ытларах чухне ашшĕ-амăшĕнчен, вĕсен пулăшăвĕпе ырă тĕслĕхĕнчен, килти туслă лару-тăруран килет. Ача хăйĕн пушă вăхăтне мĕнле ирттерни те, обществăлла вырăнсенче хăйне мĕнле тытни те çемьери воспитанипе çыхăннă. Паллах, ачаран хăйĕнчен те килет, ашшĕпе амăшĕ тимлесе тăнă май вăл малтан-мала ăнтăлать, çирĕпленсе, аталанса пырать.

Темĕнле пулсан та, ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ, вĕсем хăйсен ачине шанни, унăн туйăмĕсене ăнланни, ÿсĕмсем тума хăрушсăр хутлăхпа тивĕçтерни ачасене йывăрлăхсене хирĕç тăма, шкулти занятисенче тата шкул тулашĕнче, тĕрлĕ вĕрентÿ проекчĕсене тата конкурс мероприятийĕсене хутшăннă чухне хăйсен вăйне ĕненме пулăшаççĕ.

Кун пек ырă çемьесем Вăрмар муниципаллă округĕнче те сахал мар. Тĕслĕхрен, Татьяна Юрьевнăпа Петр Анатольевич Мироновсен çемйи. Ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕсĕр мар вĕсен ачисем юратупа савăнăç туйса пурăнаççĕ, пурте пĕрле пултарулăх конкурсĕсене хутшăнаççĕ тата тĕрлĕ шайсенче çитĕнÿсем тăваççĕ. Ашшĕпе амăшĕ Карина ятлă хĕрне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5-мĕш класран ăнăçлă вĕренсе тухса 6-мĕшне куçнă кĕçĕн ывăлĕ Саша валли те вăхăт тупаççĕ. Ахальтен мар грамотăсемпе дип­ломсен пухмачĕ унăн çав тери пуян. Амăшĕ тăрăшнипе тата юнашар пулнипе, пĕрле хутшăннипе арçын ача мĕн тĕрлĕ конкурсра мала тухман пулĕ.

Вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче активлă пулнăран Александр «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланакан шкул туризмĕн прог­раммине кĕме тивĕçнĕ кăçал. Çак кунсенче вăл ытти пултаруллă ачасемпе пĕрле ретро-пуйăс çинче çулçÿреве тухса малтан Канаш хулинче пулса курĕ, унтан Шупашкарта иртекен экскурсие хутшăнĕ.

Нумай пулмасть вара Александр Миронов тата унăн амăшĕ Татьяна Юрьевна республика шайĕн­че иртнĕ экологипе географи фестивалĕнче «Çăлкуç пирки хатĕрленĕ чи лайăх истори справки» тата «Çăлкуçа хăтлăлатмалли чи лайăх проект» номинацисенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Мироновсен çем­йине саламлатпăр, малашне те çемье йăлисене мала хурса воспитани ĕçĕнче ăнăçупа юнашар утăмлама сунатпăр.

Валентина ТАБАКОВА,

Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика