Киввăрмарсемшĕн те савăнăçлă хыпар çитрĕ. Кунта ял халăхĕ чылайранпах кĕтекен объектăн строительстви пуçланчĕ, шыв илмелли скважина тата шыв башни тăваççĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртессипе «Урмарская» КСО АО тăрăшать. Пĕтĕмĕшле инвестицисен калăпăшĕ 6,5 миллион тенкĕ. Хальхи вăхăтра строительство вырăнĕнче ĕç шавĕ тăрать. Ял халăхне пахалăхлă шывпа тивĕçтермелли ĕçĕн никĕсне хывассипе çĕр ĕçĕсем пыраççĕ. Ку ахаль строительство ĕçĕ кăна мар, ку вăл кашни килшĕн хăтлăх тата сывлăх!
Надежда ШИШКИНА
