Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Хĕрлĕçыр ялĕнче вырăнти масара тата масар çуртне çĕнетессипе ĕç пырать. Çак пуçарулăха та тăван тăрăх аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект шайĕнче пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле контракт хакĕ — 2 659 188,36 тенкĕ. Генеральнăй подрядчик — Андрей Петрович Осипов уйрăм çын предприниматель, апла пулин те çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлассипе субподрядчик - Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă Анатолий Юрьевич Хованский предприниматель тăрăшать.
Ĕç вĕресе тăрать кунта, масар çуртне тĕпрен юсама салатнă, масар тавра çĕнĕ карта тытаççĕ. Анатолий Юрьевича ачисем пулăшнине курма уйрăмах кăмăллă, акă иртнĕ кунсенче хĕрĕпе ывăлĕ тата шăллĕн Владимир Юрьевичăн ывăлĕ хапхапа калиткен тимĕр пайĕсене сăрлатчĕç. Пĕртăван пиччĕшĕпе шăллĕн Хованскисен ачисем ĕçченлĕхе, тăван çĕре, мăн асаттемĕрсене хисеплеме вĕренсе çитĕнеççĕ. Çакă ăрусем хушшинчи çыхăнăвăн чи ырă тĕслĕхĕ.
Ют çынсем мар, ĕçе тăван тăрăхшăн чунтан çунакан çынсем ярса илсен вăл ăнăçлă пурнăçланасси иккĕлентермест. Анатолийпе Владимир кунти кашни вырăна, кашни чула пĕлсе тăраççĕ. Вĕсемшĕн ку ахаль муниципаллă контракт кăна мар, тăван йăх, ял çыннисем умĕнчи хисепе чыслăн та тÿрĕ кăмăллăн пурнăçласси те.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
