Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне 63% таран ха­тĕр­лесе çитернĕ. Объектсенче ĕç графикпа килĕшÿллĕн малалла пырать. Шкул системисене модернизацилес программăна пурнăçлас ĕçĕн кăтартăвĕсене планеркăра Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тарăн пăхса тухнă.

Пĕтĕмпе 2026 çулта республикăри 12 муниципалитет тата хула округĕнче вырнаçнă 38 шкулта тĕпрен юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Икĕ объект - Шупашкарти 59-мĕш тата 61-мĕш шкулсем, вĕсене икĕ çулта пурнăçламалла. Ĕçсене 2027 çулта тĕпрен туса пĕтермелле. Чи пысăк калăпăшлă ĕç регионăн тĕп хулинче пурнăçланать, унта 20 шкула юсаççĕ. Шупашкар округĕнче - тăватă, Çĕнĕ Шупашкарта, Муркаш, Çĕрпÿ тата Улатăр округĕсенче - икшер, Етĕрне, Каçал ен, Сĕнтĕр­вăрри, Çĕмĕрле, Шăмăршă тата Вăрмар округĕсенче пĕрер шкул çĕнелет.

Объектсене валли 7 миллиард тенке яхăн уйăраççĕ, вĕсенчен 2,9 млд федераци хыснинчен, 4 млд ытла республика бюджетĕнчен тăкакланать.

Строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, объектсенче шалти ĕçсем пулса пыраççĕ, монтажлас ĕçсем те кулленех пурнăçланаççĕ.

2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен 15 шкулта ĕçсене вĕçлеме палăртнă. Çав вăхăтрах 21 шкулта, планпа пăхнă тăрăх, ĕçсем ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçленмелле.

Çав вăхăтрах уйрăм объектсенче ĕçсене графикпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыманни те сисĕнет. Апла пулин те, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те туххăмрах татса памалла. Пĕр сăмахпа каласан, йĕркене пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар, объектсене графикпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртсе пымаллине тепĕр хут чĕнсе каланă Чăваш Рес­публикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, туххăмрах тĕрĕслевпе асăрхав органĕсене, çав шут­ра прокуратурăна та, явăçтармалла. Унсăр пуçне обществăлла тĕрĕслев пысăк пĕлтерĕш­лĕ - шкулсен çумне çирĕплетнĕ депутат корпусĕсене те хастартарах тĕрĕс­лев ĕçĕсене явăçтармалла. Пурсăмăр та пĕрле вăй хурсан çеç эпир юсава пахалăхлăн тата вăхăтра вĕçлеме пултаратпăр», – тенĕ вăл.

«Юсав ĕçĕсем пынă вăхăтрах шкулсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтереççĕ. Ку тĕллевпе 290 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Туянмалли мĕнпур контракта алă пусса çирĕплетнĕ, тавар кÿресси графикпа килĕшÿллĕн çирĕп пырать. Шкулсем компьютер техникипе тата сĕтел-пуканпа тивĕçеççĕ», - пĕлтернĕ вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Лежнина.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет пуçлăхĕсене объектсенчи ĕçсем мĕнле пынине кулленех тĕрĕслесе тăмаллине тепĕр хут асăрхаттарса каланă.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика