Антонина Палайтиене
Ман Чăваш çĕршывăм аякра,
Пурăнатăп эп Казахстанра.
Чăваш çĕрĕ, юрататăп эп сана,
Çуралсассăнах пиленнĕ эс мана.
Юрататăп-çке Шупашкара,
Ун илемĕ манăн асăмра.
Юрататăп сĕм вăрмансене,
Юханшывсемпе кÿлĕсене.
Юрататăп анлă Атăла,
Унăн хăватне хавас эп сăнама.
Юрататăп Кĕтеснер ялне,
Унăн ăслă та ĕçчен çыннисене.
Чăваш çĕрĕ, эс мухтавлă çынсемпе.
Яковлев ĕçленĕ Чĕмпĕрте,
Тунă вăл чăваш алфавитне —
Чăвашсем пуçланă вĕренме.
Николаев вĕçнĕ космоса.
Мĕн тери хăюллă пулмалла
Пĕр-пĕччен çав уçлăха кĕме,
Ăмăрткайăк пек унта вĕçме.
Çыравçăсемпе ÿнерçĕсем,
Музыкантсемпе çар çыннисем,
Çĕр çинче ялан ĕçлекенсем
Тата ыттисем те, пур çынсем —
Авалтан сана тытса тăраç вĕсем.
Турă та килĕштерет сана:
Вырнаçтарнă лăпкă вырăна.
Çук унта хăрушă вулкансем
Çĕрĕ те нихçан та чĕтремест.
Ту çинчен сиксе анмаç пăрсем
Çÿремеç тискер крокодилсем.
Лăпкă вырăнта-ха пурăнма аван,
Тур сыхлатăрччĕ сана ялан.
Петропавловск хули
