Вăрман касакансем тупăшнă
Çĕмĕрле округĕнче «Чи лайăх вăрман касакан — 2026» професси ăсталăхĕн республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăнма Çĕмĕрле вăрманлăхне Чăваш, Тутар, Мари, Карели республикинсенчен тата Мускав облаçĕнчен чи лайăх специалистсем пуçтарăннă. Ăмăртусене «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ тата «Таса çĕршыв», «Симĕс экономика» проектсем пулăшнипе йĕркеленĕ.
Профессионализмне хакланă
Чăваш Енри финанс министрĕн тивĕçĕсене Сергей Тюркин пурнăçлать. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Сергей Тюркинăн бюджет процесĕ тата финанспа экономика сфери тĕлĕшпе профессионализмĕ пысăккине палăртнă. Маларах вăл Саранск хулин администрацийĕнче ĕçленĕ, Мордва Республикин финанс министрĕ пулнă. «Республика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшÿллĕн пире тата пысăкрах тĕллевсене пурнăçлама пулăшĕ», - тенĕ ун пирки регион ертÿçи.
Вĕрентÿ
Професси ăсталăхĕн конкурсĕнче мала тухнă педагогсене хавхалантаракан укçа виçи ÿснĕ. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Çулталăк учителĕ» ят илнĕ вĕрентекен 200 пин тенке тивĕçĕ. «Çулталăк воспитателĕ» - 150 пине. Ку малтанхинчен 50 пин тенкĕ ытларах. Педагогсем хушшинче ирттерекен тепĕр 9 конкурсра çĕнтернисене паракан парне 50 пинрен 70 пине çитнĕ.
Професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕсем çумне çĕннисем те хушăннă. «Çулталăк советникне» тата ачасене шкула кайичченхи тăван чĕлхене вĕрентмелли чи лайăх меслет сĕнекене 70 пин тенкĕпе хавхалантарĕç.
Пĕлÿ кунĕнче эрех-сăра сутмĕç
Чăваш Енре хăш-пĕр уявра эрех-сăра сутма чарасси йăлара. Пĕлÿ кунĕ çывхарать. Çапла, сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче те республикăри лавккасенче эрех-сăра сутмĕç. Ку ваккăн сутакансене пырса тивет.
Палăртса хăварар: ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикинче эрех-сăрана çулталăкне тăватă кун сутма юрамасть: шкулсенче юлашки шăнкăрав ирттернĕ кунсенче /май уйăхĕн вĕçĕ\, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун
/июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ/, Çамрăксен кунĕнче /июнь уйăхĕнчи юлашки шăматкун/ тата Пĕлÿ кунĕнче /сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ/.
Цифра пулăшнипе пурнăçланă ĕçсем
Цифра тата цифра трансформацийĕ – патшалăх управленийĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, вĕсене хальхи вăхăтра, çав шутра сывлăх сыхлавĕнче тата обязательнăй медицина страхованийĕнче те, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку вăл медицина отраслĕнчи тĕллевсене пурнăçлама çĕнĕ йышши информаци технологийĕсемпе усă курассипе çыхăннă. Çавна май 2021 çул вĕçĕнче федераци шайĕнче сывлăх сыхлавĕн цифра трансформацийĕн стратегине йышăннă.
Пĕтĕмĕшле илсен, цифра трансформацийĕ вăл – информаципе ĕçлемелли кивелнĕ меслетсене цифра хатĕрĕсемпе улăштармалли ĕç-хĕл. Пысăк улшăнусен тĕп паллисен шутне сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра тытăмне туса хурасси, граждансем валли цифра пулăшăвне аталантарасси, электронлă медицина карттисемпе усă курмалли майсене ÿстересси, медицина пулăшăвĕн пахалăхне автоматизациленĕ мелсемпе сăнаса тăратассине лайăхлатасси кĕреççĕ. 2021 çулта обязательнăй медицина страхованийĕн патшалăх информаци тытăмне ĕçе кĕртме пуçланă. Вăл федерацин тата регионсенчи Обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕсене, страховани компанийĕсене, медицина организацийĕсене пĕрлештерет.
