Суйлав комиссийĕсем яваплă тапхăра ирттерсе яма хатĕр темелле. Çак шутра Анаткасри суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Ивановна Сергеева та хăйĕн пурнăçĕнчи черетлĕ суйлава кĕтсе илме хатĕр.
Елена Ивановна Анаткас ялĕнче çуралса çитĕннĕ, хăйĕн пурнăçне те тăван ялпах çыхăнтарнă. 1990 çулта Анаткасра çĕнĕ библиотека уçăлать. Чи малтан кунта Елена Ивановна пĕрремĕш библиотекарь пулса тăрать. Çак çулах ăна ялти суйлав комиссийĕн йышне илеççĕ. Библиотекăра вăй хунă вăхăтрах Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче заочно математика учительне вĕренет вăл. Педагогика пĕлĕвне илсессĕн Анаткасри шкулта вăй хурать. 2003 çулта Елена Ивановнăна ялти суйлав комиссийĕн председателĕ пулма çирĕплетеççĕ. Паянхи кун та çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа тытса пырать вăл. «Йывăр мар суйлав ĕçĕ. Халăх ăнланса, пулăшса пынипе йывăр мар. Çынсем суйлава хутшăнмаллине лайăх ăнланаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем те пулăшсах пыраççĕ. 2016 çулта иртнĕ суйлавра Анаткас халăхĕ лайăх енчен палăрнăччĕ, суйлава активлă хутшăннă хыççăн ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса пачĕç пире»», - палăртать Елена Сергеева.
Ялта шкул хупăннă хыççăн 2006 çултанпа Елена Ивановна Кĕлкеш ял тăрăхĕнче специалист-эксперт пулса тăрăшнă. 16 çул Кĕлкеш ял тăрăхĕнче тĕп специалист пулнă. Хăйĕн ĕçне яваплă пурнăçлать, ыттисенчен те çакнах кĕтет вăл. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр те лăпланмасть. Халăх хушшинче те хисепре Елена Ивановна. Çынсемпе лăпкă, сăпайлă калаçать, пуринпе те çăмăлланах пĕр чĕлхпе тупма пĕлет.
Хальхи вăхăтра Елена Ивановна «Россети-Волга» — «Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Кăнтăрти производство уйрăмĕн Вăрмарти электричество сечĕсем» организацире техник пулса ĕçлет. Организацисенчи электроэнерги счетчикĕсенчи кăтартусене компьютер çине куçарасси, тĕрлĕрен отчетсем хатĕрлесси — унăн тĕп тивĕçĕ. Ку ĕçре те яваплă, тăрăшуллă, хисеплĕ ĕçчен.
Елена Ивановна ĕçрен пушă вăхăтра ялти клуба маскировка сетки çыхма çÿрет, килти хуçалăхра тăрăшать, ал ĕç тума юратать, туххăмрах нуски, мунчала çыхса хатĕрлет.
Елена Сергеевăна тата вăл ертсе пыракан командăна çывхарса пыракан суйлава ăнăçлă ирттерсе яма сунатпăр!
Эвелина МИХАЙЛОВА
