76424fd9 f4b3 4403 99f2 8bd453f8abb9

Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче хăтлăх кĕртес ĕçсен тĕп пайĕ вĕçленнĕ — Мичурин урамĕн­чи çул участокне вак чул сарса пĕтернĕ. Подрядлă организаци — Руслан Сергеевич Салеев ертсе пыракан «Спецстрой» тулли мар яваплă общество.

Объектăн техника параметрĕсем: çĕнетнĕ çул участокĕн тăршшĕ — 226 метр, сарлакăшĕ 3 метр. Çак проект шайĕнчех 539 миллиметрлă тата 6 метр тăрш­шĕллĕ шыв кăларакан пăрăх та вырнаçтарнă. Ĕçсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Ниме — халăх бюджечĕ» программа шайĕнче пурнăçланă. Çула Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ятарлă комиссийĕ тата ял çыннисен пуçарулăх ушкăнĕн представителĕсем пĕрле тĕрĕслесе йышăнчĕç.

Ялти тата тепĕр çул иккĕмĕш пурнăç илчĕ. Малашне çуран е автомашинăпа çÿреме те меллĕрех пулĕ.

Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика