
Вăрмар округĕнчи автоклуб ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕ шайĕнче Уйкас ялĕнче пурăнакансене «Тăван ял — пирĕн мухтав» савăнăçлă концерт программипе чăн-чăн уяв туса панă.
Ку ялта çын нумай пурăнмасть, çакăнта ĕнтĕ унăн уйрăмлăхĕ. Кунта, хулари шăв-шавран аякра, чуна ăшăтакан сывлăш хуçаланать. Пĕрремĕш аккордсемпе ертÿçĕн пĕрремĕш сăмахĕсенченех сценăпа куракансем хушшинче тĕлĕнмелле çыхăну йĕркеленчĕ темелле, чылай вăхăт хушши курнăçман юлташсем пухăннă евĕрех туйăнчĕ темелле. Артистсен кашни номерĕ хыççăн тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ, куракансем ăшшăн кулни пултарулăх коллективĕшĕн чи пысăк награда пулчĕ. Уйкас ял халăхĕ артистсене çирĕп сывлăх, пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем, мирлĕ тÿпе сунчĕç. Тĕлпулу чăннипех те чуна тыткăнласа чылайлăха асра юлчĕ!
Ирина ТРИФОНОВА, Вăрмарти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ
