
Етĕрне округĕнче Чăваш Ен фермерĕсен йăлана кĕнĕ VI слечĕ иртрĕ. Вăл пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнакан 200-е яхăн участнике пĕр çĕре пуçтарчĕ. Тĕлпулăвăн тĕп темисем аграрисене аталантарассипе тата патшалăх мерисем кÿрессипе çыхăнса тăчĕç.
«Фермерсен слечĕ — ял хуçалăх отраслĕн представителĕсене хăйсен шухăшĕсене палăртма май паракан площадка. Фермерсем хăйсене мĕн кирлине, патшалăх кÿрекен хăш пулăшу тĕсĕ ытларах кирлине, хăш енĕпе ĕçе вăйлатмаллине пуринчен лайăхрах пĕлсе тăраççĕ. Чăваш Енре ĕçе тин кăна пуçăнакан фермерсем те, тахçантанпах ĕçлекеннисем те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. 6 çул хушшинче фермер хуçалăхĕсене аталантарма 2,4 млрд тенкĕлĕх грантсем уйăрнă, çапла майпа кашни 5-мĕш фермер пулăшу илнĕ», - палăртнă Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. Регионти аграри политикинче вак тата вăтам предпринимательлĕхри хуçалăхсене аталантарса пырасси — тĕп вырăнта. Кăçал патшалăхран грант пулăшăвне темиçе теçетке хресчен-фермер тата ял хуçалăх потребительство кооперативĕсен пуçлăхĕсем пĕтĕмпе 187,4 миллион тенкĕлĕх илнĕ.
Слетра çулсеренех хатĕрлекен «АГРО К/Ф/Х-100» рейтингне хатĕрленĕ. Çак пĕтĕмлетĕве ЧР Ял хуçалăх министерстви «Агро-Инновации» автономлă учрежденипе пĕрле хатĕрлет. «Списока хатĕрленĕ чухне аграрисен иртнĕ çулхи тĕп кăтартăвĕсене шута илеççĕ: усă куракан çĕр лаптăкĕсем, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк шучĕ, техника шучĕ, ĕç укçи, ĕçлекенсен йышĕ, парăмсемсĕр ĕçлени, ĕç ăнăçлăхĕ тата ытти те», - палăртнă вице-премьер — Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Комплекслă хаклав критерийĕсем тăрăх /пĕтĕмпе 20 тĕрлĕ критери\ пĕрремĕш теçеткене Вăрмар округĕнчи «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов кĕнĕ. Республикăри чи лайăх фермерсен списокĕнче вăл 6-мĕш вырăнта. Аса илтеретпĕр, 2025 çулта Владимир Анатольевич 14 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ сушилка, 15 миллион ытла тенкĕлĕх çĕнĕ акакан комплекс туяннă. Фермерсен слетĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев Владимир Иванова Дипломпа чысланă.
Хальхи вăхăтра «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн уйĕсенче хĕрсе кайса тырă выраççĕ. Тыр-пул пухакансене уя тухса Арапуçĕнчи «Степ» ташă ушкăнĕ хавхалантарчĕ. Ташă ăстисем уйра ĕçлекенсене хăйсен ташшипе савăнтарчĕç, кăшт ĕçрен канмалăх май туса пачĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
